Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăх писателĕ асрах

- Чăваш халăх писательне Анатолий Емельянова эпир пĕр самантлăха та манмастпăр. Вăл çырса хăварнă кĕнекесене çĕнĕрен те çĕнĕрен  вулас килет. Унти пархатарлă сăнарсенчен ырă тĕслĕх илмелли тем чухлех, - тет Мăньял Хапăс поэчĕ Григорий Скворцов.

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче Анатолий Викторович çуралнăранпа 73 çул çитрĕ. Вăл Мăньял Хапăсра çуралса ÿснĕ. Çак кун эпир ун пирки татах ăшшăн аса илтĕмĕр. Вăл 2000 çулта вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса кайни пирки пăшăрханса калаçрăмăр.

А.В.Емельянов çамрăклах литература енне туртăннă. Çакă Хапăс шкулĕнче, Вăрнар ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухнех палăрнă. Ку тапхăрта пулас писатель сăвăсем çыратчĕ, районти литература пĕрлешĕвĕн занятийĕнче çÿретчĕ. Кайран очерксем, калавсем, повеçсем, романсем çырма тытăнчĕ. Ку ĕçре ăна çар хĕсметĕнче Германире пулни, комсомол тата парти райкомĕсен секретарĕнче, Чăваш АССР Культура министерстви, ЧР Пичет управленийĕн начальникĕнче тата Чăваш писателĕсен союзĕн председателĕнче ĕçлени тата партин аслă шкулĕнче, çавăн пекех литературăн аслă курсĕнче вĕренни самай пулăшнă.

Писатель чăвашла 17 кĕнеке, çавăн чухлех вырăсла кăларнă. Ăна “Шăнкăрав курăкĕ” повеçшĕн 1975 çулта Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине пачĕç. 1990 çулта Чăваш халăх писателĕ хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ. 1993 çулта ăна “Ят” тата “Ватă ăшши” кĕнекесемшĕн Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине парса чысларĕç. Çавăн пекех Халăхсен туслăхĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата ытти орден-медальпе наградăлани те унăн ĕçĕ-хĕлĕ çĕршыва тата халăха питĕ кирлĕ пулнине палăртса тăраççĕ.

А.Емельяновăн пултарулăхĕ нумай енлĕ аталанса пычĕ. Ун сăввисем те тарăн шухăшлă, вулакана пурнăçра хастарлăрах пулма хавхалантараççĕ. Публицистикăлла статйисем, пурнăçри кăлтăксене халăхпа пĕтерсе пыма кирлине палăртса тăраççĕ.  Унăн “Çавал сарăлсан”, “Хура пăрăç”, “Чапшăн пурăнмастпăр”, “Шыв типнĕ çул”, “Кĕмĕл çил” тата ытти кĕнекисем те халăхăн юратнă произведенийĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем чăвашсене малашнехи ĕмĕрсенче те хумхантарма пăрахас çук.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2005
00:00
Поделиться
;