Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăрăшуллисем, мал ĕмĕтлисем

Мал ĕмĕтлĕ, хастар, пуçаруллă çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси, хăйсен пултарулăхĕпе туллин усă курма майсем туса парасси республикăра тытса пыракан политикăн тĕп çул-йĕрĕ пулса тăчĕ. Ку ĕç çулсеренех лайăхланса пырать. Президентăн ятран паракан пирвайхи стипендине 1994 çулта çирĕплетнĕ. 2002 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи “ЧР çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатмалли мерăсем çинчен” калакан указĕпе килĕшÿллĕн вара çулсерен паракан стипендисен шутне пине çитернĕ.

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров республикăри çамрăксене пысăк ăнтăлушăн стипенди парасси çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ. Кăçал та вĕрентÿре, наукăра, производствăра, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче тата ытти сферăра палăрнă 14-30 çулсенчи 1000 хĕрпе каччă уйăхсерен 1000-шер тенкĕ илсе тăрĕç. Пирĕн районтан вĕсем 14-ăн:

Сергей АРСЕНТЬЕВ - К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ*

Ольга ВАРЮХИНА - Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ*

Игорь ВОЛКОВ, Евгений ЕГОРОВ, Александр ЕМЕЛЬЯНОВ, Надежда КАЛЕНИКОВА, Евгений ПАВЛОВ, Наталья ФОМИНА - Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем*

Галина КОЗЛОВА - “Броневик” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ*

Надежда МАРКОВА, Екатерина ФЕОФАНОВА - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенĕсем*

Виктория МАРУШЕВА - Кульцаври вăтам шкулти “Шкул республики” çамрăксен пĕрлешĕвĕн членĕ*

Альбина СЕМЕНОВА - “Родина” ял хуçалăх производство кооперативĕн выльăх тухтăрĕ, зоотехникĕ*

Алексей ШАШКОВ - “Хорнзор” ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ.

Евгений Егоров Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн хастарĕсенчен пĕри. Вăл агрономи факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Наукăпа практика конференцийĕсене тăтăшах хутшăнать. Спортпа питĕ туслă. Вĕренсе тухнă хыççăн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарасшăн.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2005
00:00
Поделиться
;