Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Музее – хаклă экспонат

«Музей тата ачасем» эрне йĕркипе Кивĕ Мĕлĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул Вăрнарти историпе краеведени музейне хаклă парне кÿнĕ. Çак хаклă эскпонат - пĕтĕм союз пĕлтерĕшлĕ оборона канашĕн Хĕрлĕ ялавĕ – ку таранччен шкул музейĕнче упраннă.

Çак Хĕрлĕ ялав çынсен паттăрлăхне, мăнаçлăхне тата ĕçченлĕхне кăтартса парать. 1941 çулта, нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнсан, Чăваш енри ĕçлеме пултаракан мĕнпур çынна Сăр хĕррине  окопсем чавма илсе кайнă. Петр Юлмасов ертсе пыракан Кивĕ Мĕлĕш бригади унтан ĕçлĕ çĕнтерÿпе таврăннă – вăл социализмла ăмăртура çĕнтерме пултарнă, çавна май пĕтĕм союз пĕлтерĕшĕ «Малта пыракан бригада» звание тивĕçнĕ. Çакăншăнах ĕç çыннисене куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава панă. Бригадира вара «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.

Пирĕн асаттесемпе-асаннесем Аслă Отечественнăй вăрçăра кăтартнă паттăрлăх пирĕншĕн, паянхи ăрушăн, чăннипех те ырă тĕслĕх. Çак Хĕрлĕ ялав музейшăн чăннипех те хаклă парне вырăнĕнче. Вăл çамрăксене патриотизмла воспитани парас тата аслă ăру çыннисене хисеплеме вĕрентес ĕçре пысăк вырăн йышăнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2005
00:00
Поделиться
;