Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăçалхи кăтартусем лайăхрах пулмалла

Республика кунне тата Аслă Çĕнтерÿ юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата пысăкрах пулмалла, çак тĕллеве пурнăçлама кашни организацин самаях тăрăшма тивет - çапла палăртрĕç депутатсем ĕнер хăйсен Пухăвĕн ларăвĕнче.

Хальхинче вăл Мăн Явăшра иртрĕ. Депутатсем малтанах кунти шкул пурнăçĕпе паллашрĕç. Ларăва район хăй тытăмлăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин уçса ертсе пычĕ, кун йĕркинчи “Район экономикипе социаллă пурнăçĕ 2004 çулта аталанни çинчен тата кăçалхи умри задачăсемпе” паллаштарчĕ.

Депутатсем доклада сÿтсе явса решени йышăнчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 февраля 2005
00:00
Поделиться
;