Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Субсиди илтĕн - çурт ларт

Республика Президенчĕпе Правительство ялта ĕçлесе пурăнакансен условийĕсене лайăхлатас, çамрăксене çурт-йĕр çавăрма пулăшас тĕллевпе каялла тавăрса памалла мар субсиди параççĕ. Районта ку мелпе 40 çемье укçаллă пулнă, пĕлтĕр кăна 25 çемье тивĕçнĕ ăна.

Паллă ĕнтĕ, вăл пурне те тивĕçмест. Ялти хуçалăхра ĕçлесе пурăнакансене, малашне те унта вăй хума шутлакансене çеç уйăрса памалла. Тепĕр чухне урăхларах тĕслĕх те пулать ĕнтĕ. Вĕсен саккун тăрăх явап тытма та тивĕ.

Уйăрса панă укçа-тенкĕ çурт çавăрнă çĕрех каять-и; - çак ыйтăва пăхса тухрĕç район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕнче. Ял администрацисен пуçлăхĕсем кашни пусĕпе тĕрĕс усă курнине, çамрăк çемьесем çурт-йĕр çавăрса хуçалăхрах ĕçленине çирĕплетрĕç. Коллеги членĕсене хăшĕ улталанине халăх хăй уйăрса илсе палăртĕ, тен, пирĕн пата хыпар та çитерĕ ун çинчен.


"Çĕнтерÿ çуле"
09 февраля 2005
00:00
Поделиться
;