Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çар училищинче вĕренес килет-и

Саккунпа килĕшÿллĕн, çамрăк 17 çул тултарсанах çар ретне тăма юрăхлă граждансен йышне кĕрет, çавăнпа та çар комиссариачĕ ăна çийĕнчех шута илме тивĕç. “Çар тивĕçĕ çинчен” федераллă саккунпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен 1988 çулта çуралнă тата тĕрлĕ сăлтавсене пула çар учетне тăман аслăрах çулхи каччăсене пирвайхи çар учетне илессипе мероприятисем пыраççĕ. Вунçичĕ çул тултарнă яшсен малтанах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, сывлăх кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем çар ретне тăма юрăхлипе юрăхлă маррине палăртаççĕ. Çак тапхăртах çамрăксенчен çарпа учет специальноçне алла илме пултаракансене суйласа илеççĕ, сывлăх тĕлĕшпе çар службин уйрăм тивĕçĕсене кăна пурнăçлама юрăхлисене палăртаççĕ тата хавшаккисене салтак аттине тăхăнассинчен “хăтараççĕ”.

Çар ретне тăма çул çитнĕ çамрăксен çар учетне хăй пурăнакан вырăнти çар комиссариатĕнче тăмалла. Учета тăманнисем тĕлĕшпе вара административлă е уголовлă ĕç пуçарма пулать.

Аслă çар вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрес текенсен те заявленисене халех тăратмалла. Аса илтерме: çар училищисене 16-23 çулхи сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп çамрăксене йышăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсен конкурс витĕр тухма тивет. Кун пирки информацие тĕплĕнрех районти çар комиссариачĕн 2-мĕш уйрăмĕнче ыйтса пĕлме пулать.

Çакна аса илтерни те вырăнлă пулĕ: кĕçех çуркуннехи призыв пуçланать, ку тапхăрта 1987-1978 çулсенче çуралнисен çар ретне тăмалла. Çавăнпа те призывниксен, çар службинчен вăхăтлăха хăтарнисен районти çар комиссариатне килмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2005
00:00
Поделиться
;