Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăсталăха татах та ÿстермелле

Мăн Явăшри культура çуртĕнче залри çутăсем вăраххăн сÿнчĕç те, прожекторсен сарă, хĕрлĕ çутисем сцена çине ÿкрĕç. Салтак тумне тăхăннă çамрăксен пĕр ушкăнĕ кăвайт умне пухăнса ларса А.Сурков поэт сăмахĕсем тăрăх К.Лисков композитор кĕвĕленĕ “В землянке” юрăна васкамасăр, хуллен юрлама пуçларĕ. Ăна итленĕ май чунра тем хускалса илчĕ, тем пăлханчĕ, шухăш иртнĕ вăрçăн хаяр çапăçăвĕсене аса илтерчĕ. Совет салтакĕсен паттăрлăхне сăнласа паракан композицине Уйкас Кипекри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Лидия Михайлова хатĕрленĕ, музыкине Станислав Данилов илемлетнĕ. Жюри ку композицине Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул тултарнине халалласа ирттерекен районти смотрта кăтартма суйласа илчĕ.

Кĕçĕн Кипекри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ смотра “Лена партизанка” тата “Вăрçăпа вилĕм” юрăсемпе хутшăнчĕ. Вĕсене илемлĕх ертÿçи Любовь Романова юрларĕ, баянпа выляканĕ - Анатолий Юдин. Надежда Андреева “Баллада о матери” сăвва пысăк çĕкленÿпе вуларĕ. Çак сăвăпа вăл районти смотрта тупăшать.

Аслă Çĕнтерÿ уявне халалласа хатĕрленĕ юрă-кĕвĕсенчен чи лайăххисем мăн явăшсен пулчĕç. Жюри вĕсенчен виççĕшне районти смотр валли суйласа илчĕ. Хĕрарăмсен квартечĕ Ю.Плотников сăвăç сăмахĕсем тăрăх А.Сергеев композитор кĕвĕленĕ “Çыру çырсамăр салтаксем патне” юрăна çепĕç, чуна ăшăтакан сассипе шăрантарчĕ. Вĕсем юрлакан “Жди солдата” юрăна та ăна залри халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Смотрта Елена Трофимова сăвăç иртнĕ вăрçăра пуçне хунă салтаксене халалласа çырнă сăввине вуласа панипе мала тухрĕ.

Явăш тăрăхĕ юрă-ташă ăстисемпе пуян. Смотрта Нина Андреева, Линда Шарикова, Зоя Александрова, Татьяна Андреева, Оксана Макарова, Мария Степанова, Надежда Дмитриева, Мария Якушкина юрăçсем, Василий Фомин баянист хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç.

Юлашкинчен çакна та палăртса хăварас килет. Ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсем халлĕхе тĕрлĕ сасăсемпе, чуна пырса тивмелле, ăс-хакăла, кăмăл-туйăма çĕклентермелле юрлаймаççĕ-ха, вĕсен вокал ăсталăхĕ хавшакрах. Мĕн пур çитменлĕхĕ - клубсенче музыка ертÿçисемпе баянистсем çуккинче. Районта мĕншĕн-ха музыка енĕпе специалистсем ытларах вĕрентсе хатĕрлес мар; Ку енĕпе вĕренÿ заведенийĕсем Чăваш Енре çителĕклех. Шупашкарти педагогика университетĕнчи музыка факультечĕ, культура институчĕ, Шупашкарти тата Канашри педагогика колледжĕсенчи музыка уйрăмĕсем ăста специалистсем вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Районти смотрсемпе фестивальсенче мала тухнисене çак вĕренÿ заведенийĕсене яма тăрăшмалла. Çавăн чухне, паллах, вăрнарсен искусствăри пултарулăхĕ татах та ÿсессе çирĕп шанма пулать.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2005
00:00
Поделиться
;