Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Производство ÿснĕ, налук ытларах тÿлеççĕ

Район администрацийĕн экономика управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр промышленность продукцине туса кăларасси  2003 çулхипе танлаштарсан 31,2 процент ÿснĕ. Ялхуçалăхĕнче те ырă улшăнусем сисĕнеççĕ. Майĕпен пулсан та тухăçлăх хăпарать.

Анчах ĕç укçине тÿлесси 2,6 уйăх кая юлса пырать. Ку енĕпе район прокуратури мерăсем йышăнать пулин те парăм çав-çавах пĕтмест.

Налук пуçтарасси лайăхланнă. Пĕлтĕр, авă, хыснана укçа палăртнинчен ытларах пырса кĕнĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче 2 миллион та 300 пин тенкĕ ытла пуçтарнă.

Налук служби кашни организаципе уйрăм предприниматель налука мĕнле тÿленине тĕрĕслесех тăрать. Нумаях пулмасть унта “Янишево”, “Утар” хуçалăхсен, Вăрнарти типĕ сĕт завочĕн пуçлăхĕсене чĕнсе саккуна пăснишĕн асăрхаттарнă, парăмсене татмасан урăхларах майсем йышăнассине пĕлтернĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2005
00:00
Поделиться
;