Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сирĕн паттăрлăх яланах пирĕн асра

Аслă Отечественнăй вăрçă Совет Союзĕнче пурăнакансемшĕн пуриншĕн те пысăк тĕрĕслев пулса тăнă. Çав çулсенче çĕршывра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма çын хутшăнман пĕр çемье те юлман. Пысăках мар Кÿлхĕрринчен те юнлă çапăçу хирне 236 çын тухса кайнă. Çав шутран 103-шĕ Тăван çĕршыва ирсĕр тăшман пуç пулса тăрассинчен хăтарассишĕн пынă çапăçусенче пуçне хунă. Халĕ вара ялта пурĕ те 7 вăрçă участникĕ кăна пурăнать.

Çулсем иртеççĕ пулин те Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмасть. Вĕсенчен кашниех тăшмана çĕнтерес тесе пурнăçне, сывлăхне шеллемен. Акă, Кирилл Николаевич Николаев гварди аслă сержант 324-мĕш гварди миномет полкĕнче çапăçнă. Хăйĕн хĕçпăшалĕнчен тĕл персе тăшман салтакĕсене те, техникине те сахал мар тĕп тунă. Çапăçусенчи паттăрлăхне кура вăл 1945 çулта Мускавра иртнĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Халĕ ялта ывăлĕпе тата мăнукĕсемпе пĕрле пурăнать. Январĕн 25-мĕшĕнче Кирилл Николаевич 90 çул тултарчĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Николай Герасимович Герасимов вара февралĕн 3-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Нимĕç фашисчĕсемпе кĕçĕн сержант 4-мĕш Украина фрончĕн 76-мĕш зенитлă артиллери дивизине кĕрекен 391-мĕш артиллери полкĕнче çапăçнă. Çар службинче 1943 çултан пуçласа 1950 çулччен пулнă. Тытăçусенче хастар пулнăшăн ăна икĕ «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Вăрçă ветеранĕ ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Василий Антипович Антипов ефрейтор вăрçă вăхăтĕнче 159-мĕш пулеметпа артиллери полкĕнче службăра пулнă. Семен Сидорович Сидоров тăшманпа 17-мĕш гварди механизациленĕ бригада йышĕнче çапăçнă. Çак уйăхра Василий Антипович 85 çул, Семен Сидорович 81 çул тултараççĕ. В.Антипов пĕчченех, С.Сидоров мăшăрĕпе Нина Федоровнапа пурăнаççĕ.

Вăрçă ветеранĕсене çуралнă кунĕпе саламланă май манăн вĕсене çĕре çити пуç тайса тав тăвас килет. Ара, пирĕн аттесемпе пиччесем, мĕнпур совет халăхĕ пĕтĕм тĕнчене парăнтарма ĕмĕтленнĕ сĕмсĕр тăшманпа паттăррăн çапăçса çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнă, мĕнпур халăха чуралăхран хăтарнă. Ан чирлĕр, пĕрмаях сывă пулăр, çĕр çинчи чи хаклă çыннăмăрсем. Çулсем иртеççĕ пулин те сирĕн паттăрлăх яланах пирĕн асра.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2005
00:00
Поделиться
;