Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туслă çыхăну

Кăçалхи пуш уйăхĕнче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ 75 çул тултарать. Çак заводпа Çĕрпел тăрăхĕнче пурăнакансем вăл ĕçе кĕнĕ çулсенченех туслă çыхăну тытаççĕ. Предприяти малтанхи вăхăтра фосфорит чулĕсене авăртса çĕре хывма удобрени хатĕрленĕ. Завод валли Йăрар тата Апрăк сăрчĕсем çинче шахтăсем уçнă, çĕр айĕнчен фосфорит кăларса Вăрнара турттарнă.

Çĕрпелте 87 çула çитнĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Порфирий Яковлевич Горбунов пурăнать.

- Уравăш çывăхĕнчи Апрăк сăрчĕ çинче уçăлнă шахтăра Çĕрпелтен эпĕ тата Георгий Горбунов, Василий Пантелеймонов, Николай Архипов, Ксенофонт Сергеев, Николай Алимов, Карп Сергеев, Хурăнсур Çармăсран Петр Шлыков, Захар Александров, Антон Петров, Петр Сюмка тата ытти çамрăксем ĕçлеттĕмĕр,- каласа парать П.Горбунов. - Паянхи пек ас тăватăп, 1931 çулта шахтăри рабочисен пĕр пухăвĕнче Çĕрпелти Карп Иванович Сергеева орден парса чысларĕç. Питĕ шел, Карп Иванович Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕ, 1942 çулта пуçне хунă. Ялта унăн ачисем тата ачисен ачисем пурăнаççĕ.

Вăрнарти хими завочĕпе рабочисен ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен Çĕрпел ялĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсен паллă çыравçи Спиридон Павлович Толмасов-Шăпчăк 1931 çулта тухнă “Фосфорит” кĕнекинче тĕплĕн çырнă. 75 çул хушшинче заводра Çĕрпел тăрăхĕнчи чылай çынсем вăй хунă. Акă, халĕ кунта чылайранпа Юрий Васильевич Романов тата ыттисем ĕçлеççĕ.

Завод администрацийĕ çавăнпах пулĕ çĕрпелсене яланах хисеплет. Заводăн генеральнăй директорĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников вăхăт тупса Çĕрпел тăрăхĕнче час-часах пулма тăрăшать, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçать, кирлĕ чухне кунти хуçалăхсене май килнĕ таран пулăшать. Генеральнăй директорĕн заместителĕ Евгений Анатольевич Захаров районти ялсенче пулса спортпа культура ĕçĕсене аталантарма тăрăшать. Иртнĕ çул заводри юрă-ташă ăстисем Хурăнсур Çармăс 325 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уява килчĕç, паха концертпа савăнтарчĕç. Хурăнсур Çармăсри тата Çĕрпелти юрăçсем те заводра тăтăшах концертсем кăтартаççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче çĕрпелсем хăйсен ялĕ 400 çул тултарнă ятпа юбилей уявĕ ирттерме хатĕрленеççĕ. Çак аслă уявра Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем те кĕтнĕ хăна пулĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2005
00:00
Поделиться
;