Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мала тухнăшăн - Президентран парне

Февралĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хулинче иртнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» Пĕтĕм Раççейри массăллă спорт ăмăртăвне Вăрнар районĕн çĕр ытла йĕлтĕрçи хутшăннă, вăл шутра - ку енĕпе районта ирттернĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисем, йĕлтĕр тусĕсем, студентсем, шкул ачисем, ветерансем. Старта пĕтĕмпе 25 пине яхăн спортсмен тухнă.

Тÿрех каламалла, вăрнарсем унта япăх мар результатсем кăтартма пултарнă. Вăрнар енĕн маттур каччи, йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерĕ Андрей Петров, акă, пилĕк километрлă дистанцие пуринчен малтан вĕçленĕ. Пĕрремĕш вырăна тухнăшăн çапла республика Президентĕнчен Н.Федоровран хаклă парнене - тĕслĕ телевизорпа мăшăр йĕлтĕр - тивĕçнĕ. Ăнăçлă ăмăртса çавăн пекех вăрнарсен тепĕр йĕлтĕрçи Рома Егоров та парне çĕнсе илнĕ, вăхăт кăтартăвĕпе вăл саккăрмĕш пулнă. Ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Екатерина Логачевапа Владимир Политов та ăмăртура пысăк ăсталăх кăтартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2005
00:00
Поделиться
;