Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕл пулу каçĕнче

Çамрăк ăрăва вăхăт ыйтакан, хăйсене килĕшекен професси суйласа илме пулăшас тесе Иртеменкассинчи шкулта тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Февралĕн 12-мĕшĕнче кунта, акă, шкулта маларах вĕреннĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакансемпе тĕл пулу каçĕ иртрĕ.

Тăван шкул, вĕренекенсем кашни çыншăнах хаклă, çулсем иртсен те асран тухмаççĕ. Çакна уяв каçне пуçтарăннисем те хăйсем сăмахĕнче çирĕплетрĕç. Вĕсем шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ăçта вĕреннипе, ĕçленипе паллаштарчĕç.

Петр тата Владимир Филипповсем, акă, вĕрентекенсен профессийĕ пархатăрлă пулни, тăван шкула тĕрлĕ енчен пулăшма кирли çинчен каларĕç. Вĕсем пушă алăка килмен, хăйсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тав туса тĕслĕх телевизор парнелерĕç. Филипповсем çемьерен çак шкулта улттăн вĕреннĕ, тĕл пулăва пиллĕкĕшĕ килнĕ.

Тĕл пулура вĕренекенсен ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ. Шкул ачисем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Светлана Павловна Максимова директор шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ, пурне те тав турĕ, вĕсемшĕн кунта яланах алăк уçă пулнине каларĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2005
00:00
Поделиться
;