Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Выльăх йышĕ чаксах пырать

Депутатсен районти Пухăвĕн Мăн Явăшра иртнĕ ларăвĕнче тухса калаçнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванович Кузьмин хуçалăхсене выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе çителĕксĕр ĕçленĕшĕн хытă критиклерĕ. Уйрăмах вăл ял хуçалăх предприятийĕсенчен чылайăшĕнче выльăх йышне сахаллатсах пынă пирки сĕт тата аш-какай туса илесси чакнишĕн кăмăлсăр пулнине палăртрĕ. Чăнах та юлашки çулсенче хуçалăхсенчен чылайăшĕнче выльăх йышне сыхласа хăварассишĕн тăрăшма пăрахрĕç. Акă, иртнĕ çулта мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ районта 1404 пуç чакнă. Кăçалхи январьте вара тата 78 пуç сахалланнă. Сĕт хатĕрлесе сутни хуçалăхшăн тупăш илмелли тĕп çăлкуçсенчен пĕри пулса тăрать пулин те районта юлашки вăхăтра сăвакан ĕнесене те сахалрах усрама пуçларĕç. Пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче районĕпе 3425 ĕне усранă пулсан декабрь вĕçĕнче 2978 пуç кăна юлнă. Февралĕн 1-мĕшне вара тата 37 пуç сахалланнă.

Халĕ хуçалăхсенче ĕнесем массăллăн пăрулас тапхăр пырать. Январьте кăна 248 пăру хушăннă. Апла выльăх йышĕ те ÿсмелле пек. Анчах та ун пек мар çав. Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, районĕпе мăйракаллă шултра выльăх йышĕ иртнĕ уйăхра 37 пуç сахалланнă. Çав шутра аçăмçырмисем 19 пуç, мăн-явăшсем 35, кушар-юнтапасем 6, кульцавсем 10, ярмушкасем 17, туçи-çармăссем 5, шĕнер-ишексем 8, хăмăшсем 11 пуç чакарнă.

Уйрăмах хуçалăхсене сăвакан ĕнесен йышĕ сахалланса пыни вăйлă ура явать. Акă, “Самолет” ял хуçалăх производство кооперативĕ пĕлтĕр 100 ĕнерен пĕрне те хăвармарĕ. Мăн-явăшсем те ĕнесен йышне 113 (çулталăк пуçламăшĕнче 320 пулнă) пуç, кульцавсем 96 (200), нурăссем 26 (127), ярмушкасем 100 (218), хăмăшсем 28 (228), ял хуçалăх техникумĕ 54 (274) пуç сахаллатрĕç. Кăçалхи январьте нурăссем 5, ярмушкасем 15, кив-мĕлĕшсем 6 ĕне сахалрах усрама пуçланă. Туçи-çармăссен пурĕ те 3 ĕне çеç юлнă. Уйăх каялла 5 пулнă. Çавна май районта пăру илесси те ансах пырать. Иртнĕ çул январьте пурĕ 347 пăру илнĕ. Кăçал вара, маларах асăннăччĕ, 248 кăна. Çав шутра ĕнесенчен ку кăтартусем 293 тата 221 пуçпа танлашнă. Çакă выльăх йышне ÿстерме е малтанхи шайра тытма май паманнипе пĕрлех кĕтĕве вăхăтра çĕнетсе пыма та чăрмантарать. Çамрăк выльăхсем çитменрен хуçалăхсем ватăлса çитнĕ, чирлĕ тата сĕт сахал антаракан ĕнесене улăштарма пушмак пăрусем кирлĕ чухлĕ çитĕнтереймеççĕ.

Районта выльăх йышĕ сахалланса пыни, тĕпрен илсен, çулла хуçалăхсенче апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварманнипе çыхăннă. Çавăн пекех ĕç укçи пĕчĕк пулнă тата ăна вăхăтра паман пирки ферма работникĕсем выльăх нумайрах усрассишĕн хыпăнмаççĕ. Çак çитменлĕхсенчен хăтăлмасăр ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине çĕклесе аталантарма йывăртарах пулать.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2005
00:00
Поделиться
;