Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Волейбол - шкул ачисен чи юратнă вăййи

Шкул ачисен спартакиади йĕркипе йĕлтĕрпе районта вĕренекенсем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе тăтăшах ăмăртусем иртеççĕ. Халĕ, акă, волейболла выляса республикăра мала тухассишĕн турнирсем пыраççĕ.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта арçын ачасем хушшинче иртнĕ зонăри ăмăртусене Красноармейски, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çамрăк волейболисчĕсем хутшăннă. Район чысне унта Калининăри, Малти Ишекри, Вăрнарти 1-мĕш тата Çĕрпелти вăтам шкул ачисен пĕрлештернĕ команди хÿтĕленĕ. Турнирта вăл уйрăмах пысăк хастарлăх, ăсталăх кăтартнă, хăнасен икĕ командине те 2:0 шутпа çĕнтернĕ. Черетре халĕ - финал умĕнхи вăйăсем, унта вăрнарсем Шупашкар хулин Ленин районĕн командипе тĕл пулаççĕ. Вăйăсем икĕ турпа - килте тата хăнара иртĕç.

Иртнĕ шăмат кун волейболла выляса районти вĕренÿ управленийĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн хĕрачасен сакăр команди - Вăрман Кипекри, Кÿстÿмĕрти, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш, Çĕрпелти, Мăн Явăшри, Уравăшри тата Туçи Мăратри шкулсен командисем - тупăшнă. Икĕ ушкăна пайланса вылянă хĕрÿ те çивĕч тупăшусенче финала çĕрпелсемпе поселокри 1-мĕш шкул ачисем тухнă. Вăйăсем Çĕрпел хĕрĕсен çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ. Турнир хуçисене 2:1 шутпа парăнтарса вĕсем Кубока çĕнсе илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2005
00:00
Поделиться
;