Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çырупа паллаштарнă, юбилей медалĕ панă

Ытлари кун районта Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин кунĕ иртрĕ. Республика представителĕсем ушкăнсене пайланса ял çыннисемпе тĕл пулчĕç.

Министерствăн культурăпа искусство управленийĕн пуçлăхĕ Р.Лизакова, Шупашкарти ача-пăча библиотекин директорĕ Т.Григорьева Хирпуçĕнче тата Санарпуçĕнче, йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн пуçлăхĕ Г.Никифоров, патшалăхăн культура пуянлăхĕсене упраса хăварас енĕпе ĕçлекен центрăн директорĕ Н.Муратов Кив Мĕлĕшре тата Кульцавра, ЧР халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ А.Сергеев, министерствăн вĕрентÿпе искусство пайĕн пуçлăхĕ А.Алексеева Уйкас Кипекре тата Вăрман Кипекре, укçа-тенкĕ тивĕçтерĕвĕн тата экономика управленийĕн пуçлăхĕ Л.Григорьева РФ Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕнче, районсем хушшинчи 3-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕнче таат ача-пăча ÿнер шкулĕнче, информаци политикин управленийĕн пуçлăхĕ - министр çумĕ Т.Евдокимова, республикăри культура программисен дирекцийĕн директорĕ М.Матросов Вăрнарти издательство çуртĕнче, почта çыхăнăвĕн управленийĕнче тата Çĕмĕрле ЭТУС-ĕн районти филиалĕнче пулнă. Вĕсем халăха республикăна аталантарас енĕпе ĕçлекен программăсемпе, инвестицисене явăçтарма мĕнлерех ĕçсем пурнăçланипе паллаштарнă. Тĕп калаçу вара Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çыру тавра пынă. Республика представителĕсем Çырура палăртнă Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли çул-йĕре уçса панă. Тĕллевĕ вара пĕлтерĕшлĕ те пысăк - республикăна çирĕп аталанакан, çĕнĕлĕхсене пысăк активлăхпа пурнăçа кĕртсе пыракан, экологи тĕлĕшĕнчен таса, илемлĕ, вăйлă, халăх пурнăçне Европа стандартне тивĕçтермелле регион туса хурасси. Çырура çавăн пекех экономикăна ÿстересси, халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси, общество инфраструктурине аталантарасси те тĕп вырăнта.

Президент хăйĕн çырăвĕнче çавăн пекех агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсене те пысăк тимлĕх уйăрнă. Квалификациллĕ кадрсем çителĕксĕрри, пĕчĕк квалификациллĕ персонал йышлă пулнипе ял хуçалăхĕнче ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк, тăкакĕ питĕ пысăк пулни палăртнă, çавăнпа та Н.Федоров ялсенче ĕçлеме специалистсене ытларах явăçтарма хавхалантарма “Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен” калакан Указ кăларнă.

Пурăнмалли çурт-йĕр политикине вăйлатасси, сывлăха сыхлас ĕçе ÿстересси, пĕлÿ шайне çĕклесси, социаллă пулăшупа тивĕçтересси тата ытти çивĕч ыйту кĕртнĕ Çырăва.

Министерство представителĕсем ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Çырăва  пур енлĕн тишкернĕ. Вĕсем Президент палăртнă программăсене, республика умне лартнă çĕнĕ, кăткăс тĕллевсене пурте пĕрлешсе ĕçлесен кăна ăнăçлă пурнăçа кĕртме пулнине ăнлантарнă.

Районти тата Çĕрпелти культура çурчĕсенче те çак кун халăх нумай пуçтарăнчĕ. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.Краснов залра шкул ачисем йышлăн пуçтарăннине ырларĕ. Сăлтавĕ вара акă мĕнре - çак кун шăпах вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене “1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитни” медальсемпе чысларĕç. Çамрăксем асатте-асаннесен паттăрлăхне нихăçан та ан манччăр, хăйсем те кирек хăш вăхăтра та çĕршыва хÿтĕлеме пултарччĕр, паттăрсене яланлăхах асра тытчĕр -  çакăн пек шухăша палăртрĕ вăл. Юбилей медалĕсене вăрçă терт-нушине тÿснĕ ватăсен кăкăрĕсем çине П.Краснов министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин çакса ячĕç. Вĕсем, çавăн пекех районти çар комиссарĕ В.Игнатьев тата шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев , совет халăхĕн вăрçăри паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ ĕмĕрсем иртсен те манăçа тухас çуккине палăртрĕç. Залра ларакан шурă çÿçлĕ мучисемпе кинемисене нимĕç фашисчĕсене çапса аркатассишĕн иксĕлми вăй-хал кăтартнăшăн, çитĕнекен ăрăва мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕç. Çамрăксене вара çĕнтерÿçĕ Ăруран тĕслĕх илмеллине, вĕсем пек хăюллă пулма чĕнсе каларĕç.

Çĕршыври кашни çемье тенĕ пекех вăрçă инкекне тÿснĕ. Каччăсене савнă хĕр ытамĕнчен, амăшĕсене ывăлĕсенчен, арăмĕсене  юратнă мăшăрĕсенчен уйăрнă вăрçă. Вăтăр миллиона яхăн çын çухатнă çĕршыв асаплă та юнлă çапăçусенче. Хамăр районтанах,акă, тăшмана хирĕç çапăçма 11 пин ытла çамрăк, тĕреклĕ, вăйпитти арçынсем тухса кайнă, 5 пин ытларахăшĕ вара çапăçу хирĕнчен таврăнайман.

- Паян эпир Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă ветерансене, çапăçса пуçĕсене хунă паттăр салтаксене ĕмĕрех асра тытатпăр. 60 çул каяллахи вăрçă çинчен паянхи çамрăксем кĕнекесем, учительсем, аслашшĕ-асламăшĕсем каласа панă тăрăх кăна пĕлеççĕ. Анчах та Çĕнтерĕве мĕн тери пысăк хакпа çĕнсе илнине эсир кăна - вăрçă асапне курнисем, паянхи ветерансем - аван пĕлетĕр, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин.

Ку мероприятие Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне те халалланă. Çавăнпа та çак кун этемлĕхĕн вăйлă çурри ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ. Культура ĕçченĕсем пысăк концерт программипе савăнтарчĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2005
00:00
Поделиться
;