Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар медикĕсем матур пулчĕç

Красноармейски салинчи “Факел” стадионра сывлăх сыхлавĕн работникĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕ йĕркеленипе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Раççейре профсоюзсен юхăмĕ пуçланса кайнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Ăмăртăва Вăрнар район тĕп больницинче ĕçлекен медиксем те активлă хутшăнчĕç, япăх мар çитĕнÿсем турĕç. Реанимаци уйрăмĕнчи аслă медицина сестри Таня Лаврентьева, “васкавлă пулăшу” станцийĕн диспетчерĕ Валя Дмитриева тата “васкавлă пулăшу” станцийĕн фельдшерĕ Елена Романова, акă, 3х500 метрлă эстафетăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Маттур хĕрсене чей сервизĕпе хавхалантарчĕç. Елена Романова çавăн пекех 2 çухрăмлă дистанцире те иккĕмĕш пулчĕ. Ăна çак çитĕнÿшĕн сывлăх сыхлавĕнчи работниксен профсоюзĕн республикăри комитечĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Красноармейскинче иртнĕ тупăшусенче çавăн пекех йĕлтĕр йĕрĕ çине неврологи уйрăмĕн заведующийĕ Николай Михайлович Федоров, гинекологи уйрăмĕн заведующийĕ Лариса Николаевна Николаева тата ача çураттармалли уйрăмри аслă медицина сестри Людмила Никандровна Авруйская тухрĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан медиксем чирлисене сипленĕ чухне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 февраля 2005
00:00
Поделиться
;