Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăварни, çăварни, çуна кÿлсе ярнари-и

Çак уяв ĕлĕкех тĕрлĕ йăла-йĕркепе пуян пулнă. Çăварни эрнин кашни кунех ячĕпе уйрăлса тăрать: 1-мĕшĕ “Тĕл пулу” - пĕр-пĕрин патне хăнана çÿремелли кун, 2-мĕшĕ “Вăйă-кулă” - урам тăрăх капăр тăхăнса çÿренĕ, тăвайккинчен ярăннă, 3-мĕшĕ - “Пылак çиме юратакансен кунĕ”, 4-мĕшĕ - “Вăй-хал кĕрĕшĕвĕсен кунĕ”, 5-мĕшĕ - “Хуняма каçĕсем” - кĕрÿсем хунямăшне мĕн те пулин тутли çитернĕ, 6-мĕшĕ - “Кин улахĕ” - çамрăк арăм хăйĕн упăшкин тăванĕсене хăналанă. Пĕтĕм уяв “Каçару вырсарнийĕпе” вĕçленнĕ. Пĕр-пĕринчен каçару ыйтса Çăварнине ăсатнă, пукане евĕр катемпи туса уйра çунтарса янă. Паянхи кун хăшпĕр йăла-йĕркесем манăçа тухнă пулин те Çăварни çунисем урамсем тăрăх чупма пăрахман-ха.

Мартăн 6-мĕшĕнче хĕле ăсатнă ятпа Вăрнарта чăн-чăн уяв пулчĕ тесен те йăнăш мар. Тĕп площадьре ир-ирех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Уява уçнă май район çыннисене малтанах район тата поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсем А.Кузьмин, В.Львов саламларĕç. Ун хыççăн юртан тунă сцена çине районти культура çурчĕн, Ярмушкари, Уйкас Кипекри, Хăмăшри, Пăваялĕнчи тата ытти культура çурчĕсен артисчĕсем тухрĕç. Вĕсен шÿт-кулăшĕсене, Çăварни такмакĕсене, хĕле тата çуркуннене мухтакан юрă-кĕвĕсене, ташăсене пурте хапăлласах пăхрĕç, пĕрле ташларĕç-савăнчĕç. Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем - Елена Арсентьевапа Марина Самарова - пухăннисен кăмăлне çĕклеме тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç, пурне те парнесемпе хавхалантарчĕç.

Уявсĕмне илемлетекеннисем вара Çăварни çунисем пулчĕç. Вĕсем çине ларса кашниех катаччи чупма пултарчĕ. Чăн тĕлĕнтермĕшĕ вара акă мĕнре пулчĕ - Хирпуçĕнчи 16 çулхи Георгий Михайлов уява хăйĕн Альма йыттине кÿлсе килнĕ. Пĕчĕк çеç йытă, тутăрпа тата хăюсемпе илемлетнĕскер, çунашка çинче ларса пыракан хуçине çăмăллăнах туртрĕ. Çакăншăн арçын ача, паллах, парнене тивĕçрĕ. Çавăн пекех вăл хăйĕн çунипе ытти ачасене те ярăнтарчĕ.

Уява килнисене спорт ăмăртăвĕсем те тыткăнларĕç. Вĕрен туртса, шăчăпа утса, мишук тăхăнса сиксе, алă вăйне виçсе, кире пуканĕ йăтса, футболла выляса тупăшрĕç çак кун. Юлашкинчен йăлана кĕнĕ йĕркепе пĕтĕм усал-тĕсел вутра çунса кайтăр тесе площадьре туса лартнă катемпие çунтарса ячĕç. Уяв тăршшĕпе Вăрнар тата Калинино райповĕсем çынсене вĕри икерчĕпе, пыллă чейпе, техĕмлĕ шашлăкпа сăйларĕç.

Вăйă-кулă, юрă-кĕвĕ çынсене пĕрлештерет. Çакна Уйкас Кипек ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакансем çирĕплетсе калаççĕ, мĕншĕн тесен малтанхи “Звезда” колхоз виçĕ хуçалăха пайланнă хыççăн çакнашкал мероприятисенче кăна пĕрле савăнма пултараççĕ вĕсем. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Çăварние кунта тĕрлĕ ялсенче ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал хăнасене вăрман-кипексем йышăнчĕç. Палăртнă вăхăта кашни ялтанах илемлетсе-капăрлатнă çунасем килсе çитрĕç. Шерепеллĕ тутăрсем çыхнă, шупăрсем, тенкĕсем тăхăннă хĕрарăмсем, çамрăксем Çăварни юрри шăрантараççĕ. Кашниех мĕнпе те пулин уйрăлса тăрасшăн: кивçурт-енĕшсем, акă, ултă çунапа килсе çитрĕç, Çĕн-Сăрьел майрисем урисене çăпатасем сырнă...

Малтанах капăр çунасем пĕрин хыççăн тепри тăрса ял тăрăх ярăнса иртрĕç, унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç. Лашасем илемлетессипе малти вырăна кивçурт-енĕшсем тухрĕç, тумсемпе - çĕн-сăрьелсем, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем - уйкас-кипексем, юрă-ташă ăстисем - енĕшсем.

Çакăн евĕр массăллă уявсем ирттерме сахал мар хатĕрленмелле. Вăрман Кипекри клуб директорĕ Л.Петров спорт ăмăртăвĕн вырăнĕсене малтанах йĕркеленĕ, хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илчĕ вăл. Ку ялти маттур та пултаруллă арçын, С.Кошкин, çĕнтерÿçĕсене чыслама укçа-тенкĕ енчен пулăшнă, çавăн пекех вăл урамсенчи, клуб умĕнчи юра хырса тасатма трактор уйăрса панă. Уйкас Кипек ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Илларионова ял çыннисене уява массăллăн хутшăннăшăн тав турĕ, малашне те çапла активлă пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2005
00:00
Поделиться
;