Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Этемлĕхĕн черчен çурри ячĕпе

Тăван районăмăр аталану çулĕпе çирĕп утăмсем тунинче хĕрарăмсен сумлă тÿпи те сахал мар. Производствăн мĕнпур отраслĕнче пултаруллă, пуçаруллă, ĕçчен пулнипе палăрса тăраççĕ вĕсем, предприяти-организацисене ертсе пыраççĕ, район ят-хисепне çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Çурхи пĕрремĕш уяв - мартăн 8-мĕшĕ умĕн районта мал опытлă, район пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿ тунă хĕрарăмсене, нумай ачаллă амăшĕсене çулсеренех пухса чысласси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ шăмат кун “Шанс” тулли мар яваплă обществăн çĕнĕ столовăйне пухăннă хĕрарăмсене - экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче, культурăра, вĕрентÿре тата социаллă ытти сферăра тăрăшакансене - саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин вĕсен хастарлăхне пысăка хурса хакланине пĕлтерчĕ. “Сирĕн обществăна кирлĕ, ăслă-тăнлă, çирĕп ачасем çитĕнтерме, вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама вăй-хал çитсе пытăр. Çемьере яланах йĕрке, килĕшÿ, юрату хуçалантăр, сире тивĕçлипе хаклаччăр”,- терĕ вăл.

Этемлĕхĕн черчен çуррине çак кун çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников, “Вăрнарти çул-йĕр строительстви” акционерсен обществин ертÿçи И.Куликов, “Вăрнаргаз” филиал ертÿçи И.Арбузов, “Шанс” обществăн директорĕ В.Михайлов, ЧР ветеринари службин департаменчĕн руководителĕ В.Тихонов, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А.Ильин тата ыттисем те саламларĕç, кашниех хăйсем енчен уйрăмах маттуррисене парнесемпе чысларĕç. Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уявра вара никам та парнесĕр юлмарĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи трио - И.Шашкова, С.Арсентьева тата А.Евдокимова - уяв тăршшĕпех пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕç, ташлаттарчĕç-савăнтарчĕç.

Каçхине уяв умĕнхи программăпа районти культура çуртĕнче “Ĕçлĕ хĕрарăм - 2005” конкурс иртрĕ. Çак ята çĕнсе илессишĕн унта районти культура çурчĕн директорĕ Инна Шашкова, Вăрнарти 5-мĕш “Рябинка” ача сачĕн ертÿçи Галина Максимова, “Сервис” обществăн пуçлăхĕ Мария Яковлева, Хăмăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова, Вăрнарти йывăç комбиначĕн тĕп бухгалтерĕ Анфиса Яковлева тупăшрĕç.

Районăн маттур та пуçаруллă çак хĕрарăмсем ĕç коллективĕсене ертсе пырас ĕçре кăна мар, юрлама-ташлама та, апат-çимĕç хатĕрлеме те ăста, спортра хастар, конкурссенче ăнкаруллă пулнине кăтартса пачĕç.

Анчах тупăшу тупăшăвах çав, унта яланах чи пултарулли çĕнтерет. Акă, Хăмăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Иванова хăйĕн кăтартуллă ĕçĕпе районта ят-сум çĕнсе илнĕ пуçлăхсенчен пĕри. Улттăмĕш çул пурнăçласа пырать вăл хăйĕн тивĕçĕсене. Интереслĕ, нумай енлĕ пулнăшăн килĕштерет çак ĕçе. Пушă вăхăтра çыхма-тĕрлеме юратать.

Ĕç кунĕ вара Людмила Николаевнан тĕрлĕ ыйтусене татса панинчен пуçланать. Çавăн пекех унăн ытти ĕçсем те нумай - “дэ-эн-дэш-ник” те пулмалла, утă та çулмалла, пуçлăхсемпе те тĕл пулмалла тата ыт.те. Ĕç костюмĕпе паллаштарас конкурсра çакна аван кăтартса пачĕ вăл. Кунсăр пуçне Л.Иванова чăн-чăн артистран та кая мар. В.Сердючка юрăç-пародист “ролĕнче” сцена çине тухса вăл халăх кăмăлне çĕклеме пултарчĕ, залра ларакансем ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Ахальтен-и пур енчен те пултаруллă çак хĕрарăм “Ĕçлĕ хĕрарăм - 2005” тĕп номинацире çĕнтерчĕ.

Ытти участниксене те уйрăм номинацисенче хакларĕç: И.Шашкова - “Искусствăна сыхлакан”, Г.Максимова - “Телейлĕ ачалăх”, М.Яковлева - “Шанчăклă партнер”, А.Яковлева - “Илĕртÿллĕ хĕрарăм”.

Асăннă уява ирттерме, парнесемпе чыслама “Телеком” общество (ертÿçи Владимир Тимофеев) спонсорла пулăшу панă. Уяв каçне Марина Самарова ертсе пычĕ. Конкурссем хушшинче куракансене ача-пăча пултарулăх çурчĕн тата ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, Раиса Малышева ташă-юрăпа саламларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2005
00:00
Поделиться
;