Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Издательство çурчĕ - пĕрремĕш вырăнта

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин промышленноçпа энергетика министерстви предприятисем хушшинчи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Тăваттăмĕш ушкăн тăрăх (унта 200 таранччен ĕçлекенлĕ коллективсем кĕреççĕ) «Вăрнарти издательство çурчĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Иртнĕ çулта полиграфистсем производствăна 2003 çулхинчен 34 процент ÿстернĕ, 1 миллион та 233 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата халăха тĕрлĕ пулăшу панă.

Кăçалхи икĕ уйăх кăтартăвĕсем тата пысăкрах. Полиграфистсемпе тата журналистсем Республика кунне тивĕçлипе кĕтсе илме ĕç парни хатĕрлеççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2005
00:00
Поделиться
;