Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕллев пĕрре: хуçалăха аталантармалла

Хуçалăхсенче отчетпа суйлав тата отчет пухăвĕсем çынсем активлă хутшăннипе иртеççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем МТС “Яуши”, “Юнтапа” тата “Броневик” ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пулнă. Производство еплерех пулса пынине сÿтсе явнă май пухусенче продукци туса илесси анса пынин сăлтавĕсене тишкернĕ, малашне çак çитменлĕхе пĕтермелли, йывăр лару-тăруран тухмалли майсем пирки калаçнă.

“ЯПĂХ” ХАК ПАНĂ. Çирĕм-вăтăр çул каяллахине аса илетĕп те, МТС “Яуши” ял хуçалăх производство коперативĕ (малтан Ульянов ячĕпе хисепленекен колхоз) панкрута тухас вĕçне çитни çинчен ниепле те ĕненес килмест. Акă, 1976 çулта явăшсем кашни гектартан 34,7 центнер тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем, 1977-мĕшĕнче 241 центнер çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси 1976 çулта 117 центнера, сĕт сăвасси 1977-мĕшĕнче 402 центнера çитнĕ. Халĕ çакăн пирки аса илмелли кăна юлнă. Пĕлтĕр тĕштырăсен тухăçĕ пурĕ те 9,7 центнерпа кăна танлашнă, çĕрулми 125 центнер çеç кăларса илнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси иртнĕ çулта 29,9 центнера, сĕт хатĕрлесси 185,9 центнера çити анса ларнă. Выльăх йышĕ явăшсен çулран çул чакса пырать. 2003 çулхи февралĕн 1-мĕшне хуçалăхра 814 ĕне выльăх усранă пулсан тепĕр çултан ку хисеп 610 пуç юлнă. Кăçал вара çак тĕле 479 пуçа çитианса ларнă. Пĕр çулта çеç сăвакан ĕнесем 113 пуç сахалланнă, 320-рен 207 пуç юлнă. Юлашки çулсенче сыснасене йăлтах пĕтернĕ. Çамрăк выльăхсем сахал илеççĕ. Пĕлтĕр 207 ĕнерен пурĕ те 179 пăру кăна илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри, унпа пĕрле экономикăри лару-тăру çакăн пек япăхса кайни пуринчен малтан хуçалăхра ĕçсем хăй юххипе пынипе çыхăннă. Явăшсен техника, çав шутра тракторсем, комбайнсем, кăкарса ĕçлемелли машинăсем çителĕклĕ. Ешĕл курăка пуçтарса кĕртмелли КСК, “Волга-2” комбайнсем пур пулин те пĕлтĕр кашни условнăй выльăх пуçне 10,4 центнер апат единици кăна хатĕрлеме пултарнă. Иртнĕ çул ял хуçалăх культурисене акса-лартнă хыççăн пăхса çитĕнтерессипе кирлĕ пек тăрăшман. Çапла выльăх кăшманне акнă та каярахпа çумкурăк пусса илсен сухаласа пăрахнă. Нумай çул ÿсекен курăксем 520 гектар йышăнаççĕ. Çав хушăрах утă 158 тонна çеç типĕтнĕ, сенаж 500, силос 1200 тонна кăна хывса хăварнă. Шут ăстисем учетпа отчет ĕçне япăхтарса янă. Специалистсем хăйсене шанса панă ĕçшĕн яваплăха туйман. Ахальтен мар ĕнтĕ отчетлă пухура тухса калаçнă чухне вĕсем уй-хиртен тата выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси анса ларнине çанталăк условийĕсем япăх пулнипе тата выльăх апачĕ сахаллипе ăнлантарма хăтланнă.

Паллах, хуçалăхра лару-тăру пирки чĕре çывăхне илсе чăннипех пăшăрханакан тÿрĕ кăмăллă çынсем çакăн пек çитменлĕхсемпе килĕшсе ларма пултараймаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кооператив председателĕ С.Иванов отчет туса панă хыççăн тухса калаçакансем яваплă работниксен ĕçне çивĕч критикленĕ, правленин тата пуçлăхăн ĕçне “япăх” тесе хак панă. Ку районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи кăçалхи отчетпа суйлав тапхăрĕнчи çакăн пек пĕртен-пĕр тĕслĕх.

Пуçлăхăн тата правленин хальхи йышне çапла хакласа шанманни çинчен пĕлтернĕ хыççăн пухура паянхи йывăр лару-тăруран еплерех тухасси пирки çивĕч калаçу пынă. Чылайччен канашланă хыççăн кооператив çĕрне акционерсен “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” акционер обществине арендăна пама палăртнă, кооперативра мăйракаллă шултра выльăх самăртассине йĕркелеме сĕннĕ. Çакăн валли хуçалăхра майсем пур. Витесем, тĕпрен илсен, юсавлă, выльăх апачлĕх культурăсене туса илме çĕрсем япăх мар. Явăшсем вара ĕçлеме пултараççĕ. Çакна вĕсен 20-30 çул каяллахи кăтартăвĕсем те аван çирĕплетеççĕ.

ĔÇЕ ТĔРĔСЛЕСЕ ПĂХНĂ ХЫÇÇĂН ИЛЕÇÇĔ. “Броневик” ял хуçалăх производство кооперативĕнче иртнĕ отчетлă пухура сăмах, тĕпрен илсен, дисциплинăна çирĕплетесси пирки пынă. Кашни хăй вырăнĕнче яваплăха туйса тăрăшмасăр çитĕнÿ тума май çук. Акă, кăçал агротехникăлла мероприятисене вăхăтра пурнăçламан пирки çĕрулмине çумкурăк пусса илнĕ, çавна май тухăçĕ те 84 центнер çеç пулнă. Тĕштырăсен тухăçĕ те 24,3-чен 20,7 центнера çити анса ларнă.

Механизаторсем çунтармалли-сĕрмелли япаласене перекетлесе хăварассишĕн пурте пĕр пек çине тăрса тăрăшмаççĕ. Кураков,акă, пĕлтĕр кĕрхи çĕртме тунă чухне 275 гектар сухаланă. Çакăн чухне вăл 200 литра яхăн дизель топливи ытлашши тăкакланă. Хуçалăхра юлашки çулсенче çĕнĕ тракторсем туянманнине шута илсен ку нумай мар. Çав хушăрах ытти механизаторсем кашнин пуçне 100 гектартан та сахалрах кĕрхи çĕртме тунă. Çав хушăрах вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем нормăран 400 литра яхăн ытларах топливо çунтарнă. Перекетлĕхшĕн тăрăшманнисенчен ытлашши тăкакланă çунтармалли япаласемшĕн ĕç укçинчен тытса юлмалла, палăртнă тухса калаçакансем. Çавăн пекех отчет памалла илнĕ укçана мĕн валли тăкаклани çинчен бухгалтерине вăхăтра документ тăратман çынсенчен укçана шыраса илме йышăннă.

Дисциплинăна çирĕплетме пухура кооператив членĕсен çулталăкра ĕçе тухмалли кунсен минимумне çирĕплетнĕ. Вăл 240 кунпа танлашать. Ĕçе йышăннă чухне тăвакан килĕшÿре палăртнă тăрăх вĕсем тара тытса ĕçлеттерекен рабочисен прависемпе усă кураççĕ. Пухура çавăн пекех çынсене ĕçшĕн хушса тÿлемелли мерăсене палăртнă.

Пухура кооператив йышне йышăнма ыйтса çырнă пилĕк заявление пăхса тухнă. Иккĕшне ĕçе илме тăхтаса тăмалла, тенĕ. Виççĕшне вара малтанлăха тĕрĕслесе пăхмалла ĕçлеттерме йышăннă. Вĕсене кооператива илессипе çыхăннă ыйтăва çурхи уй-хир ĕçĕсем умĕн ирттерме палăртнă пухура пăхса тухса татса параççĕ.

Кооператив пуçлăхĕ пулма иртнĕ çулла Игорь Иосифович Орлов вырăнне ĕçлеме пуçланă Владислав Иванович Репина çирĕплетсе хăварнă.

МУХТАНМАЛЛИ САХАЛРАХ. “Юнтапа” ял хуçалăх производство кооперативĕ хăй вăхăтĕнче ăратлă пушмак пăрусем çитĕнтерсе парассипе специализациленнĕ, халĕ те çак тĕлĕшпех ĕçлет. Нумаях пулмасть хуçалăх Красноармейски районне 25 çамрăк выльăх ăсатнă, çакăншăн кассăна субсиди укçи кăна 71.400 тенкĕ пырса кĕнĕ. Çывăх вăхăтра ăратлă выльăх шучĕпе сутма тата 20 пушмак пăру хатĕрлесе çитереççĕ. Ун чухне субсиди укçи тата 57.600 тенкĕ пулать.

Анчах та хуçалăхри лару-тăру, пĕтĕмĕшле илсен, çÿлте илсе кăтартнă тĕслĕхри пек чаплах мар. Пĕлтĕр усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 111,8 центнертан 69,7, сĕт сăвасси 422,1-чен 323,6 центнера çити анса ларнă. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 819-тан 682 пуçа çити сахалланнă. 200 ĕнерен пурĕ те 143 пăру кăна илнĕ.

Уй-хиртен продукци илессипе те ÿсĕм çук. Пĕр гектартан тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 9,43 центнер, çĕрулми 92,2, выльăх кăшманĕ 260,7 центнер кăна пуçтарса кĕртнине ниепле те çителĕклĕ теме çук. Тухăç пĕчĕк пирки пĕр условнăй выльăх пуçне пурĕ те 12 центнер апат единици кăна хатĕрлесе хăварнă. Выльăхсене ешĕл апат çине илсе тухиччен тата икĕ уйăх ытла пулин те апат пĕтсе çитнĕрен сенажа “Фавн” агрофирмăран турттарса çитереççĕ. Кăçал акса хăварма хуçалăхăн вăрлăх çитмест. Пурри те йăлтах кондициллĕ мар. Çавна май вăрлăха ытти хуçалăхсенчен туянма тивет.

Тухса калаçакансем паянхи йывăр лару-тăруран тухмалли майсене тĕплĕн тишкернĕ. Н.Раков тĕп зоотехник “Фавн” агрофирмăран турттаракан сенаж пахалăхĕ пĕчĕк пулни çинчен пĕлтернĕ, малашне выльăх апачĕ туса илессипе ытларах тăрăшмаллине палăртнă. Хуçалăхра специалистсем çитмеççĕ. Халлĕхе ветеринари работникĕ çук. В.Спиридонов тĕп инженер техникăна çуракине хатĕрлеме запас пайсем çитменни çинче чарăнса тăнă. Тракторсемпе автомашинăсем тата ытти ял хуçалăх машинисем кивелсе çитнĕ, çавна май çунтармалли-сĕрмелли япаласем нормăран ытларах тăкакланаççĕ.

Пухура асăрхаса тăракан, ĕçри тавлашусене татса паракан, социаллă страховани, çунтармалли-сĕрмелли япаласене усă курнă хыççăн шутран кăларакан, хăрушсăрлăх техникипе ĕç сыхлавĕн тата аттестаци комиссийĕсем суйланă. Кооператив уставĕпе килĕшÿллĕн специалистсемпе ертсе пырас ĕçри яваплă работниксене 20 çынна ĕçрен тухма заявлени çыртарнă. Вĕсене çĕнĕрен пăхса тухса йышăнмалла пулать.

Пуху ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ “Хорнзор” ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Ф.Кузьмин тата ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов хутшăннă, сăмах каланă. Г.Романов хуçалăхра сĕт сăвассине ÿстерме кирлине палăртнă. Унсăрăн юнтапасене 2008 çулта лицензи срокĕ вĕçленнĕ хыççăн ăратлă пушмак пăрусем çитĕнтерсе сутакан хуçалăхсен шутĕнчен кăларма пултараççĕ.

Юнтапасем хуçалăх пуçлăхĕ пулма пĕр уйăх çак тивĕçе вăхăтлăха туса пынă Сергей Семенович Шестакова çирĕплетнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2005
00:00
Поделиться
;