Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăн-чăн артистсем тейĕн

Мартăн 16-мĕшĕнче Шĕнер Ишекри культура çуртĕнче ку ял администрацине кĕрекен ялсенчи клубсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пысăк концерт лартса пачĕç. Илемлĕх ертÿçи Олег Семенов ертсе пынипе хатĕрленĕ концерт курма пухăннисене пурне те кăмăла кайрĕ. Программăра тĕрлĕ тематикăллă номерсем пулчĕç. Олег Семенов юрлакан анне çинчен тата “Бери шинель, пошли домой” юрăсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çак концертра шĕнерсен хăйсен “çăлтăрĕ” çуралчĕ, вăл - Люда Григорьева. Çамрăк хĕр чăн-чăн артист тейĕн: сцена çинче хăйне тытасси, хусканăвĕсем, тумĕ - пурте чуна килĕшÿллĕ. Вăл юрланă “А в городе весна”, “Шансаччĕ”, “Чарăн каччă” юрăсем çынсен чунне тыткăнларĕç. Люда юрлама кăна мар, ташлама та ăста. Хĕвел тухăç халăхĕсен ташшине вăл пысăк хавхаланупа ташларĕ. Концерта хутшăннă Римма Григорьева, Тамара Романова, Валерий Афанасьев та питĕ маттур пулчĕç. Шуркасси ялĕнчи Саша Арсентьев “Яблочко” ташшипе тата “Анне” юррипе халăха тыткăнларĕ.

Ишлĕ ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те ятарлă программăпа килнĕ. Мария Кариковапа Светлана Краснова салтака каяс мар тесе çÿрекен каччăсене питлекен сценкăна питĕ ăста выляса пачĕç. Эрех ĕçсе çÿрекенсене, эрех сутакансене намăслантаракан юрра Любовь тата Георгий Григорьевсем юрланине те халăх кăмăллăн йышăнчĕ. Женевида Шикуновапа Валентина Яковлева ĕç ветеранĕсем те çамрăксенчен юлмарĕç. Ĕлĕкхи хăна юррине Шупашкарти артистсенчен кая мар шăрантарчĕç. Ишлĕ ялĕнчен те çак концертра “çăлтăр” палăрчĕ. Халĕ каçсерен ял çынни сенкер экрансем умĕнче “Клон” фильмри Жадэне ытараймасăр пăхать. Иккен, Жадэ Ишлĕре те пур! Валя Григорьева хăйĕн ташшипе сцена çине тухсан халăх тÿрех ăна çак киноçăлтăрпа танлаштарчĕ.

Юлашкинчен çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Ял администраци территоринчи клубсем пурте кивĕ. Чăрăш Шĕнерти культура çурчĕ, акă, 1995 çултанпах хутса ăшăнмасть. Сивĕ çĕрте пуçтарăнса концерта хатĕрленме кансĕр. Музыка аппаратури те çук. Юрать, Олег Семенов хăйĕн музыка аппаратурине илсе тухать. Шĕнер тăрăхĕ талантсемпе пуян. Концертра пултарулăх кăтартнă çамрăксем, акă, юрра-ташша питĕ маттур, вĕсен музыкăри малашлăхĕ те пысăк. Анчах вĕсемпе ĕçлекен, пысăк сцена çине кăларма хатĕрлекен специалистсем çукки пăшăрхантарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2005
00:00
Поделиться
;