Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Канашлу иртрĕ

Кĕçнерникун район администрацийĕнче предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсен, профсоюз организацийĕсен ертÿçисен, ял хуçалăх производство кооперативĕсен тĕп агрономĕсемпе инженерĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин ертсе пычĕ. Кун йĕркинче палăртнă ыйтусемпе профсоюзсен республикăри канашĕн пай заведующийĕсем Г.М.Германова, Н.М.Глазкова, С.Д.Максимов тухса калаçрĕç, хăйсен сăмахĕнче ĕç çинчен калакан законсен, пурăнмалли çурт-йĕр пирки çĕнĕ кодекссем йышăннă май пулса иртнĕ улшăнусем, администраципе работниксем хушшинче ĕç килĕшĕвĕ тăвасси тата ĕçри хăрушсăрлăха тивĕçтересси пирки чарăнса тăчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Канашлăва профсоюзсен республикăри канашĕн председателĕн çумĕ А.В.Щербаков хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Унтан район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А.И.Ильин районта кăçалхи çуракине ирттерес ĕçе хатĕрленесси еплерех пулса пыни çинчен пĕлтерчĕ. Канашлăва хутшăннисем çуракине вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттермелли майсене палăртрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2005
00:00
Поделиться
;