Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Клуб алăкĕ яланах уçă

Волонтерти клуб çумĕнче йĕркеленĕ илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В.Леонтьева) ялта пурăнакансен канăвне хаваслă та усăллă ирттерме тăрăшать. Кунта час-часах концертсемпе спектакльсем, тĕрлĕрен конкурссем пулаççĕ. Хальхинче те çакăн пек конкурссене çынсем йышлăн хутшăннă. Юрă юрласа Спиридоновсен (амăшĕ Любовь тата Александрпа Иван ывăлĕсем), Матвеевсен, Мироновсен, Григорьевсен çемйисем палăрнă. Сăвă каланă чухне В.Андреев, В.Клементьев, Т.Федорова маттур пулнă. Шашкăлла выляса В.Филиппов тата Дениспа Олеся Мироновсем мала тухнă. “Манăн юратнă анне” темăпа чи лайăх ÿкерчĕк А.Платоновăн пулнă. “Чи лайăх кулинар” конкурса хутшăннă хĕрарăмсенчен кашниннех çимĕçĕ тутлă та паха пулнă май пĕр-пĕринчен уйăрса çĕнтерÿçĕне палăртма май килмен. Тупăшусенче палăрнисене пурне те парнесемпе хавхалантарнă.

Волонтерти клуб алăкĕ кашни кунах уçă, кунта çынсене пĕрмаях ырă сунса кĕтеççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май клубра нумай мероприятисем ирттерме палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2005
00:00
Поделиться
;