Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Отчетпа суйлав конференцийĕ

Акционерсен “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” уçă обществинче “Пĕрлехи Раççей” партин вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Пухăннисем умĕнче партин вырăнти политканашĕн секретарĕ В.В.Свешников доклад туса пачĕ. Иртнине тишкернĕ хыççăн конференцие хутшăннисем малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Форумра 15 çынран вырăнти политканаша суйларĕç, унăн секретарĕ пулма каллех пĕр саслăн В.В.Свешникова çирĕплетрĕç. Партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомне Л.И.Захаров, контрольпе ревизи комиссине В.И.Варенников ертсе пыма пуçлаççĕ. Конференцире çавăн пекех “Пĕрлехи Раççей” партин Чăваш енри уйрăмĕн республикăри конференцине кайма депутат суйласа хăварчĕç. Çак хисепе акционерсен “Чăвашсетьгаз” уçă обществин “Вурнарыгаз” филиалĕн генеральнăй директорĕ И.А.Арбузов тивĕçлĕ пулчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 марта 2005
00:00
Поделиться
;