Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хирпуçĕнче те филиал пур

Вăрнарти 29-мĕш професси училищи пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекен çамрăксене ял хуçалăх пĕлĕвĕсем парассине лайăхлатма тĕрлĕ майсемпе усă курать. Çак тĕллевпе Хирпуçĕнчи шкулти пушă ларакан пĕр класс-кабинета арендăна илнĕ, унта хурт-хăмăр ĕрчетекен ăстасене вĕрентессине йĕркеленĕ. Занятисене Николай Иванович Васильев ирттерет. Вăл пыл хурчĕсене ĕрчетес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче тата унти аспирантурăра вĕренсе алла илнĕ. Практикăлла занятисене ирттерме вăл хăйĕн пысăк утарĕпе усă курать.  Ку тĕлĕшпе ăна шкулти физика учителĕнче ĕçлекен Юрий Алексеевич Феофанов мастер пулăшать. Вăл хурт-хăмăр  ĕрчетес ĕçĕн вăрттăнлăхне хăй тĕллĕн алла илнĕ. Утарçă пулма 22 çамрăк вĕренет. Вăтам шкул программипе пăхнă предметсемпе вĕсене шкулти преподавательсем пĕлÿ параççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2005
00:00
Поделиться
;