Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наука кандидачĕн парни

Районти краеведени халăх музейĕ анчахрах тепĕр экспонатпа пуянланчĕ. Вăл - Раççей Федерацийĕн юридици наукисен академийĕ 2004 çулта кăларнă “Наука ĕçĕсем” кĕнеке. Ăна музее хамăр ентеш Ленинград облаçĕнчи Выборг хулинче пурăнакан экономика наукисен кандидачĕ Сергей Арсеньевич Владимиров ярса панă. Çак кĕнекере Вăрнарта çуралса ÿснĕ ученăйăн наука ĕçĕ те пур. С.А.Владииров çырнă ĕçсем юлашки вăхăтра РФ Юридици тата экономика наукисен академийĕсен сборникĕсенче, федераци шайĕнчи “Финансы и кредит”, “Финансы” тата ытти журналсенче тăтăшах пичетленеççĕ. Халĕ пирĕн ентеш доктор диссертацине хÿтĕлеме хатĕрленет.

“Сергей Арсеньевич парнине эпир музей фондне йышăнтăмăр, - пĕлтерчĕ Е.И.Шарипова директор. - Ентеше тав çырăвĕ ярса паратпăр”.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2005
00:00
Поделиться
;