Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Практикăна – Чулхула облаçне

Чулхула облаçĕнчи “Доскино” агрокомплексра тата “Горьковское” агрокомбинатра Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче улма-çырлапа пахчаçимĕç çитĕнтерекен ăста пулма вĕренекен хĕрсем практикăна пырасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Асăннă тулли мар яваплă обществăсем хăйсен теплица хуçалăхĕсенче çулталăкĕпех пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Халĕ вĕсенче декабрьте акса лартнă хăяра, помидора, ешĕл сухана тата ытти  çимĕçсене пуçтарса суту-илÿ организацийĕсене ăсатаççĕ. Январьпе февраль уйăхĕсенче “Доскино” агрокомплексра 11-мĕшпе 45-мĕш, “Горьковское” агрокомбинатра 31-мĕшпе 41-мĕш группăсем  практикăра пулнă. Вĕренекенсем пахчаçимĕçсене пăхса çитĕнтернĕ тата пуçтарса кĕртнĕ çĕрте яланхи пекех тăрăшуллă ĕçленĕ. Практика вăхăтĕнче хĕрсем нумай хваттерлĕ хăтлă çуртсенче пурăннă, вĕсене кунне виçĕ хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитернĕ. Кунсăр пуçне кашнинех 1000 – 1500 тенкĕ ĕç укçи панă. Март уйăхĕнче “Доскино” тата “Горьковское” теплица хуçалăхĕсенчен училищĕне тав хучĕсем çитнĕ, вĕсенче Вăрнар пикисем практикăра маттур пулнине палăртнă. Кунсăр пуçне вăрнарсене вĕрентÿ учрежденийĕпе тулли мар яваплă обществăсем хушшинче тунă килĕшÿсемпе пăхнă тăрăх укçа куçарса панă. Халĕ Чулхула облаçне практикăна В.Панькова мастерăн 21-мĕш группинчи вĕренекенсем кайнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2005
00:00
Поделиться
;