Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Президент программи пурнăçланать

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров халăх сывлăхне аталантарас тĕлĕшпе палăртнă республика прграммисем районта ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Халĕ Вăрнар енре çемье врачĕн ултă офисĕ ĕçлет. Пĕлтĕр районта сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатассипе питех те нумай ĕç туса ирттернĕ. Кÿстÿмĕрти, Кивĕ Мĕлĕшри, Ершепуçĕнчи, Катăшри, Кушлавăшри, Мăнъял Хапăсри, Малтикас Ялтăрари, Хирпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕсене çутçанталăк газĕ çитернĕ. Калининăри участок больницинче, Катăшри тата Аçăмçырминчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче, Çĕрпелти тата Ярмушкари врач амбулаторийĕсенче, районти тĕп больницăри ача-пăча, ача çураттармалли, терапи, неврологи, хирурги уйрăмĕсенче, апат-çимĕç блокĕнче, пахчаçимĕç хранилищинче, поликлиникăри шăл, рентген кабинечĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Васкавлă пулăшу станцийĕн çуртне икĕ хысаклă тăрă витнĕ. Электрокардиограф, радиостанци, тин кăна çуралнă ачасем валли “Аист” сĕтел, медицина инструменчĕсемпе тумтире вĕри сывлăшпа дезинфекцилекен шкаф, компьютер, “Валента” комплекс, сивĕтмелли шкафпа 5 холодильник, районти тĕп больницăри шăл кабинечĕ валли ятарлă пукансемпе “дипломат” установкăсем, Ярмушкари врач амбулаторийĕ валли санитари машини, сĕтел-пукан тата ытти медицина оборудованийĕпе инструментсем туяннă.

Сывлăх сыхлавне малалла атлантарассине район администрацийĕ хăйĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри тесе шутлать, çакăн валли çулсерен бюджетпа палăртнă хисепрен ирттерсе укçа нумай уйăрса парать. Акă, пĕлтĕр районти тĕп больницăри шăл кабинечĕ валли “дипломат” установкăсене бюджетпа палăртнă хисепрен ирттерсе панă укçапа туяннă. Çапла майпа иртнĕ çулта районти сывлăх сыхлавне тытса тăма бюджетран пурĕ 23 миллион та 500 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Кунсăр пуçне 22 миллион тенкĕ тума тивĕçлĕ медицина страхованийĕн фончĕ уйăрса панă. Кăçал çак хисеп 64 миллион та 800 пин тенкĕпе танлашать. Çав шутран 33 миллион та 800 пин тенкине бюджетран уйăрса параççĕ.

Хĕллехи сивĕ çанталăк тăрать пулин те сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. “Стройком” тулли мар яваплă общество районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕнче ĕçлет. “Еврострой” тулли мар яваплă общество кунти поликлиникăри кабинетсене йĕркене кĕртет. Çĕнĕ çул хыççăн Çĕрпелти врач амбулаторийĕ валли шăлсене сиплемелли “дипломат” установка туянса вырнаçтарнă. Ялта шăл тухтăрĕ пур. Çапла çывăхри ялсенче - Хурăнсур Çармăсра, Кайри Тукайра, Хирпуçĕнче, Рункăра, Уравăшра, Утарта пурăнакансем Вăрнара каймасăрах хăйсен шăлĕсене сиплеттерме пултараççĕ. Сывлăх сыхлавне малалла аталантарассипе кăçал районта тата чылай ĕç туса ирттереççĕ. Республика кунне 2005 çулта пирĕн районта паллă тума палăртнă май ку тĕлĕшпе уйрăмах пысăк улшăнусем пулаççĕ. Çав шутра “Васкавлă пулăшу” станцийĕн çуртне тĕпрен юсаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2005
00:00
Поделиться
;