Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп шăнăр

Истори урапи пĕр вырăнта тăмасть, пĕр вĕçĕм çаврăнать. Çĕр чăмăрĕ çийĕн Аслă Отечественнăй - иккĕмĕш тĕнче - вăрçин вут-çулăмĕ явăнма чарăннăранпа та, акă, утмăл çул çитрĕ. Пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ нимĕç фашисчĕсене хирĕç хаяр çапăçăва тухса тăшмана çапса аркатма пултарнă паттăрсен йышĕ çулран çул чакса пырать. Уйрăмах юлашки çулсенче вĕсем нумай сахалланчĕç. Ватлăх, çапăçу хирĕсенче аманса сусăрланни тата çакăнпа çыхăннă чирсем хăйĕннех тăваççĕ. Майĕпен çак вăрçа хутшăннă юлашки ветеран та пирĕнтен уйрăлса кайĕ. Çавна май халĕ тата каярах çуралса çитĕнекен ăрусем Тăван çĕршыв историйĕнче питех те пысăк вырăн йышăнакан çак событи пирки кĕнеке вуласа, кино курса кăна пĕлме пуçлĕç. Кĕнеке çинче вара темĕн те çырма пулать. Иртнĕ ĕмĕрти тăхăрвуннăмĕш çулсенче, акă, хамăр çĕршыврах Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи событисене урăхлатса кăтартма хăтланчĕç. Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче тата ытти хăшпĕр çĕршывсенче нимĕç фашисчĕсене совет салтакĕсем мар, вĕсем çĕнтернĕ тесе çирĕплетеççĕ. Латвире эсесовецсем паттăрсем пулса тăчĕç. Эстонипе Литва президенчĕсем Мускава Аслă Çĕнтерÿн 60 çулхи юбилейне паллă тума килменни çинчен официаллă майпа пĕлтерчĕç. Çак условисенче пулас ăрусене патриотла воспитани парса çитĕнтернин, аслашшĕ-кукашшĕсен паттăрлăхĕпе мухтанма, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарнин пĕлтерĕшĕ уйрăмах ÿсет. Çакăн чухне тин Раççее малалла вăй илтерсе аталантарма, пĕтĕм тĕнче хисеплесе хăйсемпе тан йышăнакан çĕршыв туса хума май килет.

Районта çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе çамрăксен организацийĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕсем сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Ачасен районти пултарулăх çурчĕ çак ĕçе поселокри краеведени халăх музейĕпе пĕрле йĕркелесе пырать. Кунта патриотла воспитани парас ĕç татти-сыпписĕр пулса пырать, ку тĕлĕшпе çулсерен нумай мероприятисем йĕркелеççĕ. 2003 çулта, акă, ачасен пултарулăх çуртĕнче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Аслă Отечественнăй вăрçăра тăшманпа хăюллăн çапăçса пуçне хунă Борис Петров десантника халалласа “Паттăрлăх манăçмасть” астăвăм каçĕ ирттернĕ. Унта вĕренекенсемпе пĕрле вăрçă ветеранĕсем те хутшăннă. Астăвăм каçĕнче Б.Петров çинчен çырнă “С неба в бой” кĕнекери сыпăксене вуласа панă, ветерансем вăрçă вăхăтĕнче хăйсемпе пулса иртнĕ самантсене аса илнĕ. Кашни çулах ачасем вăрçă, тыл ветеранĕсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Пĕлтĕр вĕсем патне вăрçă ветеранĕ Анна Федоровна Иванова килнĕ, нимĕçсемпе çапăçнă вăхăтри манăçми кунсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. “Çĕр çинчи пурнăçшăн” вăйă-викторина тата ытти мероприятисем иртнĕ. Кăçал пултарулăх çуртĕнчи “Краевед” кружока çÿрекен ачасем хамăр ентешсен Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен калакан наукăпа тĕпчев ĕçĕсем çырнă. 324-мĕш стрелковăй дивизин Вăрнарта чăмăртаннă 887-мĕш артиллери полкĕ çинчен калакан альбом туса хатĕрленĕ. Унта асăннă полк вăрçă вăхăтĕнче утса тухнă çул-йĕр çинчен каласа паракан материалсене, ветерансен асаилĕвĕсене, сăнÿкерчĕксене вырнаçтарнă. Альбом валли материал пуçтарнă чухне ачасем ветерансем патне килĕрен çÿренĕ, вĕсен çапăçури тата вăрçă хыççăнхи пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ. “3065-мĕш номерлĕ эвакогоспиталь историйĕ”, “Вăрнар районĕ вăрçă çулĕсенче”, “Çынсемпе шăпасем фронтран янă çырусенче”, “Раççей хĕрарăмĕсем Тăван çĕршыв службинче” темăсемпе материалсем пуçтарнă. “Аслă Отечественнăй вăрçă Вăрнар поселокĕнчи урамсен ячĕсенче” заочно экскурсисене тухнă. Ж.Илюкин, Советски, Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Ивановăн урамĕсем, “Çĕнтерÿ салтакĕ Анатолий Александрович Иванов” заочно экскурсисем иртнĕ. Экскурсоводсем асăннă çулçÿревсене ирттерме хатĕрленнĕ вăхăтра пухнă материалсене хăйсен чĕри витĕр кăларнă, итлекенсен чунĕнче те çак туйăма çуратма тăрăшнă. Районти краеведени халăх музейĕнче Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăçал та Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă çынсемпе тата тыл ветеранĕсемпе тĕл пулассине йĕркелеме палăртнă.

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панă çĕрте шкулсенчи музейсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Мăн Явăшри Совет Союзĕн Геройĕ Федор Иванович Ашмаров ячĕпе хисепленекен вăтам шкулти музей пирки хаçатра чылай çырнă. Кунти экспонатсем ачасен чĕринче Явăш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ паллă çынсем пирки мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ, Тăван çĕршыва, çав шутра мĕн пĕчĕкрен чун-чĕрене ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçнă, пуринчен те хаклă нихăçан манăçми хамăр çуралнă вырăнсене юратма хăнăхтараççĕ. Аçăмçырминчи вăтам шкулти музей те пĕчĕккисене патриотизмла воспитани пама сахал мар пулăшать. Ăна йĕркелессипе иртнĕ ĕмĕрти çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче ĕçлеме тытăннă. Халĕ музейре 70 экспонат ытла. Унта тĕп вырăн Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă экспонатсем йышăнаççĕ. Çав шутра нимĕç фашисячĕсемпе çапăçнă паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсем, вĕсем юратнă мăшăрĕсемпе тăванĕсем патне янă çырусем, çар наградисем, каскăсем, снарядсем тата ытти те упранаççĕ. Ачасем музей валли çĕнĕ экспонатсем шыраса тупассипе куллен ĕçлеççĕ. Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулти 7-мĕшпе 8-мĕш классенче вĕренекенсем истори урокне шкулти музейре ирттернĕ. Çакăн пек музейсем районти шкулсенчен чылайăшĕнче пур. Аслă Отечественнăй вăрçăра гитлеровецсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май ку музейсемпе паттăрлăх кĕтесĕсене ытти шкулсенче те йĕркелеççĕ.

Юбилей çулталăкĕнче районти шкулсенче ирттерекен оборонăллă- массăллă мероприятисен калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ. Ачасем хăйсен ентешĕсен Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен каласа паракан стендсем, кĕнеке выставкисем йĕркелеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсем, “Зарница”, “Орленок” çар вăййисем, тĕрлĕрен конкурссем ирттереççĕ. Концертсем хатĕрлесе ветерансене юрă-ташăсемпе савăнтараççĕ, вĕсенче ытларах Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи тата çар юррисем янăраççĕ. Вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе тĕл пулаççĕ. Вăрнарти иккĕмĕш вăтам шкулта, акă, февральте вĕренекенсем патĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем Семен Валерьянович Валерьянов, Петр Михайлович Михайлов, çавăн пекех Ираида Никандровна Маркова, Валентина Петровна Слотина, Нина Александровна Макарова тыл ветеранĕсем пулнă, тăшмана çĕнтерессишĕн пынă çапăçăва хăйсем еплерех тÿпе хывни çинчен каласа панă. Пăртасри вăтам шкулта çакăн пек тĕлпулăва тыл ветеранĕсем С.В.Васильева, И.Д.Данилова, К.К.Макарова хутшăннă. Калининăри вăтам шкулта вăрçă ветеранĕпе И.М.Михайлов учительпе тĕл пулнă. Районти кашни шкултах çакăн пек тĕлпулусем иртеççĕ. Ачасем Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса пуçĕсене хунă ентешсене халалласа çĕкленĕ палăксене шефа илеççĕ, вĕсене пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Çĕн Кипекри “Ыркăмăллăх” отрядри 8 вĕренекен (Кĕçĕн Кипекри вăтам шкул) Таня Сергеева ертсе пынипе вăрçă ветеранĕн Николай Яковлевич Яковлевăн вил тăприне йĕркене кĕртнĕ.

Советсен саманинче, иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче, çĕршывра тимуровецсен юхăмĕ анлă сарăлнăччĕ. Ачасем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисем, пĕччен пурăнакан ватă çынсем патне килĕсене çÿретчĕç, хуçалăхри тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçласа паратчĕç. Халĕ çак тивĕçе хăйсем çине шкулсенчи “Ыркăмăллăх” отрячĕсем илнĕ. Туçи Çармăсри шкулта вĕренекенсем, акă, З.А.Алексеева, Н.Е.Егоров, Е.Д.Егорова, М.А.Александрова, А.П.Петров, Х.П.Петров, М.А.Иванова, Н.И.Волков ветерансемпе ватăсене пулăшнă. Çак ĕçе 60 вĕренекен хутшăннă. Туçи Мăратри шкулти 23 вĕренекен А.Г.Гаврилов, Н.Ф.Федоров, Я.Н.Андреев, И.А.Краснов вăрçă ветеранĕсене пулăшу панă. Хирпуçĕнче те 23 вĕренекен Гаврил Спиридонович Спиридонов, Иван Алексеевич Алексеев, Николай Ермолаевич Ермолаев, Артемий Егорович Егоров, Степан Митрофанович Раньев, Алексей Никифорович Никифоров вăрçă ветеранĕсен килĕсенче пулнă. Ярмушкари вăтам шкулта 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем Кушар Юнтапари Валентин Лаврентьевич Лаврентьев, Мăн Элменти Зоя Ефимовна Ефимова, Авшак Элменти Артем Яковлевич Яковлев, Николай Егорович Егоров ветерансене пулăшнă. Хапăсри вăтам шкулти вĕренекенсем Е.П.Игнатьева тыл ветеранне вутă купаласа панă. Санарпуçĕнчи 54 вĕренекен 7 ветеран патне пурĕ 27 хутчен кайса килнĕ. Малти Ишекри, Кив Мĕлĕшри тата Упнерти вĕренекенсем те вăрçăпа тыл ветеранĕсене, ватă çынсене шефа илнĕ. Анчах та çакă пăшăрхантарать. Хăшпĕр шкулсенче “Ыркăмăллăх” отрячĕсен ĕçне кĕске вăхăтлăха, калăпăр, февральте Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ирттернĕ оборонăллă-массăллă мероприятисен уйăхлăхĕнче, кăна йĕркелеме палăртнă. Ветерансене вара куллен тимлĕх кирлĕ. Ватăсене пулăшса ачасем вĕсене хисеплеме хăнăхаççĕ. Шăп çакăнта пулать те ĕнтĕ патриотла воспитанин тĕп шăнăрĕ.

Ватăсене, хăйĕнчен аслисене хисеплекен, пулăшма хыпăнакан ача хăй çуралса çитĕннĕ кĕтесе те нихăçан та манмасть, Тăван çĕршыв вăйĕ-хăвачĕ, вăл малалла аталанса чечекленесси унран та килнине лайăх ăнланать, шанăçа тÿрре кăларма тăрăшать.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2005
00:00
Поделиться
;