Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Явăшсем Н.Георгиева шанаççĕ

МТС “Яуши” ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртни çинчен район хаçатĕнче пĕрре çырнăччĕ, хуçалăх çĕрне акционерсен “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” уçă обществине арендăна пама палăртни çинчен пĕлтернĕччĕ. Анчах та темĕнле сăлтавсене пула явăшсен экономикăри реформăсем вăхăтĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăрах ăнăçлă аталанса пыракан предприяти хÿттине тăма май килмен. Çавна май кооператив ĕçченĕсем умне хуçалăха ертсе пыракана суйласа лартас ыйту тепĕр хут тухса тăнă. Иртнĕ эрне вĕçĕнче çак ыйтăва сÿтсе явма 200 çын ытла пухăннă. Пулăх тивĕçĕсене пурнăçласа пыма иккĕн - Мăн Явăшри сĕт-çу фермин заведующийĕ Николай Георгиевич Георгиев тата Юрий Александрович Федоров предприниматель - кăмăл тунă. Явăшсем хуçалăх тилхепине тытса пыма Н.Георгиева шаннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2005
00:00
Поделиться
;