Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ умĕн

Хирпуçĕнчи культура çуртĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейне халалласа ирттернĕ концерта халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Районти смотр-конкурса хутшăнма тивĕçлĕ номерсене суйласа илес тĕллевпе Вăрнарти культура çурчĕн методисчĕсем Е.Арсентьевапа А.Морковкин килсе çитнĕ.

Сценăна тивĕçлĕ илемлетнĕ. Концерта Галина Николаева худрук йĕркелесе ертсе пычĕ. Малтанах вăл çакна аса илтерчĕ: Хирпуç ялĕнчен фронта 192 çын тухса кайнă, каялла 90-шĕ таврăннă, вĕсенчен вара паян пиллĕкĕшĕ çеç пурăнаççĕ.

Сцена çине капăр тумлă хĕрсен ушкăнĕ тухрĕ. Вăл “Илемлĕ чăваш тĕрри” юрă кĕввипе вăйă карти йĕркелерĕ, анчах та хăрушă вăрçă пуçланнă текен хыпар вĕсен савăнăç-ĕмĕтне татрĕ... Ун хыççăн программа “Анне, эпĕ вăрçа каятăп” сценкăпа тăсăлчĕ. Тĕрĕссипе çак каç çарпа патриотизм темипе çыхăннă юрă-ташă, сăвă çителĕклех пулчĕ. “Ăсататпăр салтака сире” (С.Петрова, В.Романова, Г.Николаева), “Нас извлекут из-под облаков” (В.Тихонов), “Марусенька” (И.Давыдова, А.Алексеев) тата ытти юрăсем те куракансен чунне тыткăнларĕç. Хирпуçĕнчи “Березка” ача садĕнчи кĕçĕннисен ушкăнĕ, шкулта вĕренекенсем илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.

Концерт вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă, Афган, Чечня вăрçисенче паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене асăнса пĕтĕм зал ура çине тăрса пĕр минут шăп тăчĕ.

Концерта çавăн пекех Хирпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергейпа Александр Антоновсем (“Сыны России” дуэт) тата “Апельсиновые мальчики” ушкăн солисчĕ Лазарь Муськин та хутшăнчĕç, салтак юррисене чуна пырса тивмелле юрларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 марта 2005
00:00
Поделиться
;