Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Театр - пурнăç чăнлăхне сăнлакан искусство

Театрăн пĕлтерĕшĕ çынсене савăнтарасси кăна пулнăччĕ пулсан, тен, унта çавăн чухлĕ вăй-хал хума кирлĕ те марччĕ. Анчах театр вăл – пурнăç чăнлăхне сăнлакан искусство.

Иртнĕ эрне кун районти культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалласа ирттернĕ мероприяти “хистерĕ” те мана К.С.Станиславскин çак “ылтăн” сăмахĕсене аса илме.

Районти культура çурчĕн сцени çинче хăйсен пултарулăхĕпе икĕ коллектив - Çăкаллă Явăшри тата Хăмăшри культура çурчĕсен çумĕнчи драмкружок ушкăнĕсем – паллаштарчĕç. Уйкас-кипексен те хутшăнмаллаччĕ унта. Шел, артистсем килсе çитеймерĕç. Çак ушкăнсене районта иртекен Театр кунне хутшăнма суйласа илни ăнсăртран мар пулĕ. Виçĕ ял артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене пĕрре кăна савăнтарман.

Çăкаллă-явăшсем сцена çине Л.Толстойăн “Яла таврăнсан” пьеса сыпăкĕпе тухрĕç. Артистсем - Сергей Петров (Егор Веревкин), Людмила Бычкова (Крафине), Михаил Бычков (Николай), Альбина Петрова (Наташа) – вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа сăнласа пачĕç. Çак тема паян куншăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кирек мĕнле вăрçă та çынсене нушапа терт, асап, куççульпе хуйхă кÿрет. Фронтри ывăлне, савнине чунтан, пысăк шанчăкпа кĕтекен сценăна сăнларĕç çăкаллă-явăшсем. А.Петрован (Наташа) спектакль вăхăтĕнче, акă, ылханлă вăрçă çулĕсене аса илсех пулĕ куçĕсенчен чăннипех те куççуль юхса анчĕ.

Хăмăшсем Н.Угаринăн пьеси тăрăх çырнă “Улькка кинĕн виçĕ кинĕ” камитне кăтартрĕç. Виçĕ чаршавлă спектакльте артистсем пурнăçра час-часах тĕл пулакан пулăма “йĕплерĕç”, лайăх кин пур çĕртех чаплăрах кине шыракансене, ÿссе çитсен те амăшĕн кĕпе аркинчен “тытса çÿрекен” ывăлсене питлерĕç. Тĕп сăнарсене артистсем - Вера Чернова (Улькка), Юрий Машинов (Мăкăль), Виталий Блинов (Михаля), Галя Блинова (Верук), Настя Ложкина (Люба) тата Аля Куракова (Надя) - ĕненмелле, пĕтĕм чунтан вылярĕç.

Çак мероприяти хăйне евĕр конкурс пулнине те асăнмалла. Акă, Çăкаллă Явăшри культура çурчĕ çумĕнчи драмкружок ушкăнĕн спектакльне, тематика тĕлĕшĕнчен çывăх пулнăран, Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейне халалланă “Чĕнтĕрлĕ чаршав” республика фестивальне хутшăнма суйларĕç. Çывăх вăхăтра вăл Хĕрлĕ Чутайĕнче иртет.

Юлашкинчен чуна пăшăрхантарнă ыйту çинче чарăнса тăрас килет. Театр кунĕнче ял артисчĕсене курма халăх йышлă пуçтарăнасса шаннăччĕ. Анчах мероприятие те тÿлевлĕ йĕркеленĕрен (билет хакĕ 10 тенкĕ кăна-ха), те урăх сăлтава пула зал çурри те тулмарĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 марта 2005
00:00
Поделиться
;