Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăхăт нумай юлмарĕ

Çурхи пĕр уйăх иртрĕ пулин те хĕл çав-çавах парăнасшăн мар. Юлашки вăхăтра ытларах сивĕ çанталăк тăрать, юр çăвать, çил-тăман вĕçтерет. ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев Тăвай районĕнче тухса калаçнă чухне кăçал апрельте те яланхинчен сивĕрех пулма пултарассине палăртрĕ. Çанталăка кура çурхи уй-хир ĕçĕсем те апрель вĕçĕнче - май пуçламăшĕнче тин пуçланăç. Çавна май çураки хăвăртлăхĕ ытти çулхинчен пысăкрах пулмалла. Хуçалăхсенчен чылайăшĕнче сивĕ çанталăк тăнине пăхмасăрах ял хуçалăх машинисене çуракине хатĕрлесси сарăлсах пырать. “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕнче культиваторсене йăлтах юсанă. Сеялкăсене çуракине хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Хуçалăх юлашки çулсенче техника нумай туяннă май тракторсенчен ытларахăшĕ çĕнĕ. “Санар” агрофирмăра, “Янгорчино”, “Хорнзор” ял хуçалăх предприятийĕсенче кăкарса ĕçлемелли машинăсене хĕлле ангарсенче усраççĕ. Вĕсенче те культиваторсемпе сеялкăсене, сÿресемпе плугсене юсасси вĕçленсе пырать. Ирĕке илсе тухса сцепкăсем йĕркелесси тата регулировка тăвасси кăна юлнă. Анчах та çакна пурнăçлама çанталăк сивĕ тăни тата юр нумай çуса тултарни чăрмантарать. Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра та техникăна çуракине хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Çÿлерех асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче халĕ, тĕпрен илсен, тракторсене юсассипе ĕçлеççĕ. МТС “Яуши” кооперативра кăçал хуçалăх тилхепине урăх çынна шанса панă хыççăн çурхи уй-хир ĕçĕсене ытти çулхинчен тăрăшарах хатĕрленни сисĕнет. Тимĕрçĕсем кăкарса ĕçлемелли техникăна йĕркене кĕртеççĕ, мастерскойĕнче тракторсене юсаççĕ.

Çав хушăрах “Янсарино” ял хуçалăх производство кооперативĕнче çур акине хатĕрленсе нимĕн те тумаççĕ. Тĕрĕссипе туçи-çармăссен ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварма юрăхлă техники те, ăна юсама укçи те çук. Ял хуçалăх техникумĕ те техникăна çур акине хатĕрлессипе пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Кунта вăхăтра укçа тÿлемесĕр парăм çăмхаланса-ÿссе кайнăран электричество энергийĕ парса тăрассине чарса лартнă. Çавна май мастерскойĕнчи кран, ытти станоксем ĕçлемеççĕ. Электричество энергийĕсĕр тракторсен двигателĕсемпе ытти йывăр пайĕсене йăтма май çук пирки хурçă утсене юсаймаççĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли япаласем тĕлĕшĕнчен те лару-тăру чаплах мар. Карл Маркс ячĕллĕ, “Санар”, “Янгорчино”, “Победа” хуçалăхсенче кăна вĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсене тытăнмаллăх хатĕрлесе хунă. Ыттисем топливăна кулленхи ĕçсене пурнăçламаллăх кăна илсе килеççĕ. Çураки вăхăтĕнче кăçал та çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕ ытти çулсенчи пекех чылай ÿссе каяс хăрушлăх пур. Çакă укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен нуша тÿсекен хуçалăхсене пушшех пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкерме пултарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 марта 2005
00:00
Поделиться
;