Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Конференцире палăрчĕç

Мартăн 24-25-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче вĕренекенсен “EXCELSIOP” фестивалĕн тăххăрмĕш конференцийĕ иртрĕ. Йĕркелÿ комитетне республикăри çичĕ вĕренÿ округĕнчен пĕтĕмпе 488 конкурс ĕçĕ тăратнă. Эксперт комиссийĕ, рецензисене шута илсе, конференцин виççĕмĕш тĕп турне хутшăнма чи лайăх ĕçсене суйласа илнĕ.

Вăрнар районĕнчи 18 вĕренекенĕн вунпилĕк ĕçĕ унта хутшăнма тивĕç пулни - пысăк çитĕнÿ, конференцире палăрма пултарни пушшех те. Ольга Волошина, акă, “Педагогика” (руководителĕ – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул учителĕ Е.Н.Горбунова), Андрей Львов “Географи” секцисенче ( руководителĕ В.Ю.Ильин, Çĕнĕ Шупашкар) пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Светлана Павловапа Александр Зайцев “Географи” (руководителĕ Калининăри 24-мĕш ПУ-н преподавателĕ), Анастасия Зиновьевапа Роман Арсентьев “Тăван ен историйĕ” (руководителĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул учителĕ Т.А.Алексеева) секцисенче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вĕсене малашне те ÿсĕмсем тума ăнăçу сунас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;