Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Марина Козлова - çулталăкри чи лайăх вĕрентекен

Нумаях пулмасть жюри професси тĕлĕшĕнчен чи пултаруллă вĕрентекене палăртас енĕпе ирттернĕ “Çулталăк учителĕ – 2005” конкурса пĕтĕмлетрĕ. Финалта пурĕ 11 педагог тупăшрĕ. Вĕсем – вырăс, чăваш, ют чĕлхесене, физкультурăна, математикăна, кĕçĕн классене вĕрентекенĕсем.

Конкурс темиçе тапхăрпа иртрĕ. “Хăйсене презентацилес” номинацире М.Козлован (Вăрнарти 2-мĕш шкул), С.Павлован (Кĕçĕн Кипекри вăтам шкул), Н.Бурмистрован (Вăрнарти 1-мĕш шкул) творчество ĕçĕсене чи лайăххисем тесе палăртрĕç.

М.Козлова (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Н.Кириллова (Туçи Çармăс), Е.Васильева (Малти Ишек), И.Малова (Туçи Мăрат), Т.Иванова (Аçăмçырми) уçă уроксене çав тери çÿллĕ шайра, çĕнĕ меслетсемпе усă курса йĕркелерĕç.

Мастер-классен конкурсĕ те çивĕч иртрĕ. Кунта вĕренекенсен ролĕнче конкурсантсен хăйсен пулма тиврĕ. Чи лайăх результатсем вара М.Козлован, Н.Кириллован, Н.Бурмистрован пулчĕç. Вĕсем проблемăлла лару-тăрăва уçса парас, ачасемпе вĕрентекенсем хушинчи хутшăнусене, калаçăва йĕркелес тĕлĕшпе еплерех ĕçлемеллине кăтартрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, конкурса хутшăнакансен материалĕсем пурте питĕ актуаллă.

Конкурсантсем çавăн пекех интереслĕ, пуян содержаниллĕ лекцисем хатĕрленĕ. М.Козлова хăйĕн сăмахĕнче психологи тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе калаçăва еплерех йĕркелемелли çинче чарăнса тăчĕ. “Вылякан çын” темăна суйласа илнĕскер, лекцие “вĕрентекен – ашшĕ-амăшĕ” диалог евĕрлĕ йĕркелерĕ. С.Павлова “Ачана тимлĕ пулма мĕнле хăнăхтармалла” лекцие вăйă формипе ирттерчĕ. И.Малова ашшĕ-амăшĕсене ачисене вĕренме пулăшмалли сĕнÿсемпе канашсем пачĕ. Ытти участниксем те çивĕч темăсене хускатрĕç. Вĕсем аудиторие интереслентерсе яма пултарнине çирĕплетсе пачĕç.

“Педагогика тупăшăвĕ” конкурсра та вĕрентекенсем пысăк пултарулăх кăтартрĕç.

Тăватă турти кăтартусене пĕтĕмлетни конкурсăн çĕнтерÿçине палăртма май пачĕ те. Вăл –Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Марина Козлова. Кунсăр пуçне унăн район чысне республикăри конкурса хÿтĕлеме тивĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;