Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паян - шкул ачисем, ыран - çĕршыв хÿтĕлевçисем

Çывхарса килекен уяв - Çĕнтерÿ кунĕ - ирĕклĕхшĕн кĕрешекен пĕтĕм халăхшăн паллă кун. Вăл пĕр вăхăтрах савăнăçлă та, хурлăхлă та. Шутласа пăхăр-ха... Кашни çемье тенĕ пекех çак хăрушă вăрçăра чи çывăх çыннине çухатнă. Çавăнпах ĕнтĕ çĕршыва хÿтĕлесси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать.

Паян парта хушшинче ларакан арçын ачаран ыран çĕршывăн шанчăклă хÿтĕлевçи çитĕнтересси шкулти педагогсенчен нумай килет. Çакна Ярмушкари вăтам шкулти физкультура учителĕ Георгий Геннадьевич Сорокин лайăх ăнланать. Ачасене çирĕп сывлăхлă, спортпа туслă, çĕршыва хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулма хăнăхтарас тесе хăйĕн вăйне шеллемесĕр тăрăшать. Вăл пуçарса янипех кашни çул йĕлтĕрпе пĕтĕм шкулĕпех эстафета чупасси йăлана кĕнĕ.

Кăçалхи марафон маршручĕ те пилĕк ял урлă иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсем Пуканкасси, Мăн Элмен, Кивçурт Мăрат, Авшак Элмен, Ярмушка ялĕсем витĕр тухрĕç. Кашни ялтах вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă обелисксем умĕнче чарăнчĕç. Ачасем вăрçăра вилнĕ ентешĕсене асăнса палăксем умне веноксем, чечек çыххисем хучĕç, пĕрер минут шăп тăрса кашниех шухăша путрĕç... Тепĕр виçĕ сехетрен йĕлтĕрçĕсем пурте пĕрле шкул умĕнче пухăнчĕç.

Астăвăм кунне çитмĕле яхăн шкул ачи, вун икĕ учитель, “Гвардеец” ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсене пурне те асăнмалăх пĕчĕк сувенирсем пачĕç. Парнесене кĕçĕн класс ачисем ăсталанă.

Ĕненес килет: çак паллă кун нумайăшĕн чĕринче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;