Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕт паракансене ял администрацийĕ хавхалантарать

Район администрацийĕн пуçлăхĕн “Апат-çимĕç фондне пуянлатма халăхран ытлашши сĕте туянасси çинчен” йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Пăртас ял администрацийĕн кăçал 70 тонна продукци хатĕрлемелле. Çак задачăна пурнăçлас тесен ĕне усракан кашни хуçалăхăн 200 килограмм сутмалла. Çак ĕçе Вăрнар райповĕн Пăртасри магазинĕ урлă йĕркелеме палăртнă. Задание ăнăçлă пурнăçлас тесе Пăртас ял администрацийĕ сĕт нумай сутакансене хавхалантарма йышăннă. Çулталăкра 500 килограмран кая мар хатĕрлесе парса пĕрремĕш вырăн йышăнсан 300 тенкĕ, 200 килограмран ытларах сутса иккĕмĕш пулнăшăн 200, 150 килограмран кая мар хатĕрлесе виççĕмĕш вырăна тухнăшăн 100 тенкĕ пама пăхнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;