Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спорта аталантарассипе палăрнă, виççĕмĕш вырăн йышăннă

Ытлари кун Шупашкарта Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин коллеги ларăвĕ иртнĕ. Унта 2004 çулхи ĕç-хĕле пăхса тухнипе тата малашнехи задачăсене палăртнипе пĕрлех физкультурăпа массăлллă спорта аталантарасси, халăх сывлăхне çирĕплетесси енĕпе ирттернĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çак конкурсра вăрнарсем виççĕмĕш вырăн йышăннă, Хисеп грамотипе куçса çÿрекен кубока тивĕçнĕ.

Калас пулать, районта физкультурăпа спорта аталантарасси патшалăх политикине тытса пырас ĕçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Ку енĕпе курăмлă ĕçленине палăртма питех кăмăллă.

Юлашки çулсенче халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтаракан мероприятисен шучĕ ÿсрĕ. Çакна кашни эрнерех спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем çине-çинех иртни те çирĕплетет. Кунсăр пуçне пирĕн спортсменсем республика, Раççей, пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăмăртусене тухса çÿреççĕ, малти вырăнсене йышăнса Вăрнар ят-сумне çĕклеççĕ. Район асăннă смотр-конкурсра тунă çитĕнÿре вара кĕрешÿçĕсен, йĕлтĕрçĕсен, волейболистсен, полиатлонистсен , футболистсен тÿпи уйрăмах пысăк.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;