Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар кĕрешÿçисем – чи маттуррисем

Иртнĕ канмалли кунсенче Канаш хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе чукун çул çинче вăй хуракансен парнисене çĕнсе илессишĕн республикăн уçă турнирĕ иртнĕ. Унта Чăваш ен спортсменĕсемсĕр пуçне вăйлă кĕрешÿçĕсем хатĕрлекен ытти регионсем те хутшăннă.

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем ку турнирта та вăйлă кĕрешÿçĕсем пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Иван Сладковпа Сергей Львов ылтăн призерсем пулса тăнă, Дима Авдеев иккĕмĕш вырăн йышăннă. Турнир йĕркелÿçисем çĕнтерÿçĕсем валли пысăк парнесем хатĕрленĕ. Лайăх техника тата кĕрешÿ кăтартса малти вырăна тухнăшăн Ваньăпа Сергея, акă, ăмăртура микрохумлă кăмака парнеленĕ, Дима пылесос çĕнсе илнĕ.

Çак арçын ачасем – тĕрлĕ шайри турнир çĕнтерÿçисем. Темиçе çул ĕнтĕ вĕсем Андрей Федорович Павлов тата Юрий Григорьевич Львов тренерсем патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;