Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарта чечексем ешерĕç

Район центрĕнчи Астăвăм скверĕнче çулсерен ешерекен чечексем пĕтĕм поселок сăн-сăпатне улăштараççĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртеççĕ. Кунта вăрнарсем тĕрлĕ çулсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă ентешсене вăхăт иртет пулсан та манăçа кăларманнине уйрăмах çивĕч туйса илетĕн. Кăçал вара пĕтĕм поселок чечек айне пулĕ. Тĕп урамсенче, администраци çурчĕсем умĕнче, халăх канма юратакан вырăнсенче клумбăсемпе газонсем йĕркелеме пăхнă. Çавна май Вăрнарта июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне паллă тунă тĕле поселок сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелсе улшăнĕ. Район тата поселок пуçлăхĕсем Вăрнара тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттерекен субботниксене çынсем активлă хутшăнасса, апрелĕн 30-мĕшĕнче Йывăç кунĕнче акса-лартса хăварнă йывăçсемпе тĕмсене, чечексемпе курăксене пăхса-асăрхаса çитĕнтерессе шанаççĕ. Чечексемпе курăксен йăранĕсем валли “Чуваштоппром” организацинчен 120 тонна торф кÿрсе килнĕ


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;