Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Агрономсемпе инженерсен конференцийĕ «Санар» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Сăлтавĕ те пур. Санарпуçсем çурхи уй-хир ĕçĕсене кашни çулах лайăх хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ, ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра акса-лартса хăвараççĕ, калчасем çитĕннĕ вăхăтра пăхса-асăрхасах тăраççĕ. Çавна май тухăçĕ те пысăк. Пĕлтĕр çапла пĕр гектартан çĕрулми 225 центнер, тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 20 центнера яхăн пуçтарса кĕртнĕ.

Кăçал та агрофирма çуракине пур енлĕн хатĕрленсе çитнĕ, ку тĕлĕшпе ытти ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Хуçалăхăн 17 трактор. Çав шутра 2 Т-150, гусеницăллă 5 тата МТЗ-1221, МТЗ-1025 тракторсем пур. Вĕсенчен иккĕшĕ кăна - пĕр Т-150 тата ДТ-75 бульдозер, юсавлă мар. 6 сеялка, 7 культиватор, 8 плуг пур. Вĕсем яланах ĕçе тытăнма хатĕр. Техникăна юсассипе мастерскойĕнче токарьпе сварщик ĕçлеççĕ. Механизаторсем çителĕклĕ. Кĕçал тĕштырăсене 414 гектар, çĕрулми 90 гектар çитĕнтерме палăртаççĕ. Вăрлăх çителĕклĕ, йăлтах элита тата супер элита класлă. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем иртнĕ кĕркуннех çителĕклĕ хатĕрлесе хунă. Çакă çураки вăхăтĕнче укçа нумай перекетлесе хăварма май парать. Санарпуçсен кăçал çуртрисене 414 гектар çитĕнтерме палăртаççĕ. Çĕрулми 90 гектар пулать. Пĕлтĕр хуçалăхра «волжанин», «корона» тата «удача» сортсене туса илнĕ. «Корона» «удачаран» 60 центнер пысăкрах тухăç панă. Унăн вăрлăхне хуçалăхсене 25 тонна сутма пултараççĕ. «Волжанин» 140 тонна, «удача» 110 тонна сутлăх пур. Çавăн пекех тĕштырăсен вăрлăхне те сутлăх хатĕрленĕ. Анчах вĕсене районти хуçалăхсен хальтерех илсе юлма тăрăшмалла. Паха вăрлăха туянас текенсем Санарпуçне ытти регионсенчен те килсе çÿреççĕ. Минераллă удобренисенчен аммиак селитри 67 тонна кÿрсе килсе склада пуçтарса хунă. Çавăн пекех аммофоска çавăн чухлех пулать. Кĕркунне 584 гектар кĕрхи çĕртме туса хăварнă, 70 гектар кĕрхи тулă, 18 гектар ыраш акнă.

Агрофирмăра ял хуçалăхĕнчи хальхи вăхăтри çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыраççĕ, энерги перекетлеме май паракан агрегатсемпе усă кураççĕ. Акă, АКШ-3,6 агрегат пĕр харăсах тăпрана 10 см таран кăпкалатать, çумкурăксене тураса кăларать, тăпрана тикĕслет тата пусарса хăварать. КПК-4М культиватор та пĕр харăс çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçлать. Ку агрегатсемпе ĕçлеме хăватлă тракторсем кирлĕ. Çавна май санарпуçсем пĕлтĕр 135 лаша вăйлă МТЗ-1221 тата 105 лаша вăйлă МТЗ-1025 тракторсем туяннă. МТЗ-1221е лизинг меслечĕпе, тепĕрне хăйсен вăйĕпе илнĕ. Çакăн валли тырă сутса укçа тунă. Халĕ хуçалăхсенче час-часах тырă йÿнĕ тенине илтме пулать. Анчах та ăна туса илессипе тĕллевлĕ ĕçлесен самаях тупăш илме, çĕнĕ техника туянма та пулать. Çакна та каласа хăвармаллла. МТЗ-1025 трактора пĕлтĕр кĕркунне 513 пин тенкĕ тÿлесе илнĕ. Халĕ вăл 700 пин тенкĕне яхăн тăрать. Çапла санарпуçсем тракторпа çунтармалли-сĕрмелли япаласене кĕркунне туянса 225 пин тенкĕне яхăн перекетлесе хăварма пултарнă. Акă ăçта вăл хаксем пысăклансах пынă вăхăтра та укçа перекетлесе ăнăçлă аталанса пыма пулăшакан çăлкуç. Шел, унпа кашни хуçалăхрах усă курма хыпăнмаççĕ.

Санарпуçсем кăкарса ĕçлемелли машинăсене йăлтах çуракине хатĕрлесе çитернĕ. Кунта ытти хуçалăхсемшĕн усăллă тата тепĕр çĕнĕлĕх пур. Культиваторсене тата ытти машинăсене юсанă хыççăн регулировка тумалли площадкăна техника упранакан ангартах вырнаçтарнă. Çапла юсанă машинăсене çийĕнчех тĕрĕслесе ĕçе хатĕрлесе çитерме май килет. Çакă уй-хир ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме май парать, тухăçа ÿстерме пулăшать.

Конференцине пынисемшĕн ÿсентăрансене хÿтĕлекен районти станци начальникĕ А.Мураткин тĕштырăсен вăрлăхĕн тымар чирĕсем пуррине фитоэкспертиза меслечĕпе тĕрĕсленине кăтартни кăсăклă тата çав вăхăтрах усăллă та пулчĕ. Шăтса вунă сантиметра яхăн çитĕннĕ калча тымарĕсем йăлтах хăмăрланса хăрма пуçланă. Çапла тымар чирĕсем ернĕ вăрлăх лайăхах шăтать, 10-15 сантиметр çÿллĕш ÿсет, анчах кайран хăрса ларать. Çапла вăрлăх 30 процент е ытларах та чирлĕ пулсан тухăç та çавăн чухлех чакать.

Районĕпе кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 11363 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 1555, çĕрулми 1264, пахчаçимĕçсем 69 гектар тата ытти культурăсем акса-лартса хăвармалла. Кăçал акма 40022 центнер вăрлăх кирлĕ. Вăл çителĕклех. Унăн 80 проценчĕ кондицие тивĕçтерет. «Санар», «Знамя», «Хорнзор», «Броневик», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Гвардеец», «Искра», «Маяк» хуçалăхсенче пĕтĕм вăрлăх кондициллĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли 57 процент. «Санар», «Знамя», «Янгорчино» хуçалăхсенче пĕтĕм вăрлăх çак стандарта ларать. Çав хушăрах «Янсарино», «Фавн», «Абызово» хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх пачах та çук. «Знамя труда», «Юнтапа», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор», «Знамя» хуçалăхсем, «Вурнарская», «Санар» агрофирмăсем тухăçа ÿстерес тĕллевпе элита тата супер элита вăрлăхсем туяннă. Карл Маркс ячĕллĕ тата «Санар» ял хуçалăх предприятийĕсем ытти хуçалăхсене кондициллĕ вăрлăх сутма е улăштарса пама пултараççĕ.

Тăпра пулăхне пысăклатмалли программăпа килĕшÿллĕн кăçал республика бюджетĕнчен район 900 гектар извеçлеме, 360 гектар фосфоритлама тата 1260 гектар çине кали сапма 2 миллион та 991 пин тенкĕ уйăрса панă. Кăçал çак ĕçсене 20 хуçалăх çĕрĕсем çинче пурнăçламалла. Анчах та çĕр пулăхне ÿстерме каякан укçан 20 процентне хуçалăхсен хăйсен тÿлемелле. Ку нумай мар пулин те çак ĕçсене пĕлтĕр пурнăçланăшăн татăлса пĕтмен хуçалăхсем те пур.

Ял хуçалăх культурисене апаталантарма «Искра», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Знамя», «Мăрат» ял хуçалăх кооперативĕсенче, «Санар», «Вурнарская» агрофирмăсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче 1823 тонна минераллă удобренисем пур. 648 тоннине патшалăх паракан пулăшупа - дотаципе усă курса туяннă. Ыттисемшĕн документсене хатĕрлеççĕ. Дотаци илес тесен удобренисене операторсенчен кăна илмелле. Вĕсен списокĕсем хуçалăхсенче пур.

Ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем хуçалăхсенче пулса правлени ларăвĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕсене пăхса тухса çирĕплетнĕ çĕре хутшăннă. Çуракиччен нумай вăхăт юлмарĕ. Апла пулин те хăшпĕр хуçалăхсенче ăçта мĕн акассине, тракторпа кам ĕçлессине те пĕлмеççĕ. Çавăн пекех уйрăм хуçалăхсем кăçал тырра кĕркунне палăртнă чухлĕ акса хăварма пултарайманни курăннă. Çапла хапăссем 170 вырăнне 100, çăлкас-кăкшăмсем 379 вырăнне 200, мăн-явăшсем 500 вырăнне 300, кульцавсем 590 вырăнне 300, ял хуçалăх техникумĕ 420 вырăнне 300 гектар кăна акма вăй çитереççĕ. Çапла районĕпе тĕштырăсен лаптăкĕ 1200 гектар сахалланма пултарать. Анчах та ытларах акасчĕ тесе гектарсен шучĕшĕн хыпăнма кирлĕ мар. Пĕчĕк лаптăкранах ытларах тухăç илме тăрăшмалла.

Кăçал район бюджетĕнчен çурхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче хуçалăхсене пулăшма 1 миллион та 60 пин тенкĕ ссуда панă. Çакăн валли республика бюджетĕнчен пирĕн района уйăрма пăхнă 1 миллион та 300 пин тенкĕ июньте кăна çитме пултарать. Çавăнпа хуçалăхсен аякран инвестици тупсан аван. Ку тĕлĕшпе «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ лайăх ĕçлет. Е вăй çитереймессине туйсан акăнмасăр юлма пултаракан çĕре кÿршĕсене арендăна памалла. Çапла кăçал хапăссем 400 гектар çĕре арендăна пама палăртаççĕ. Çавăн пекех уравăшсем хирпуçсене 50 гектар, шĕнер-ишексем аçăмçырмисене 100 гектар арендăна параççĕ. Çĕр çинче кам тырă туса илни пысăк пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли çĕр пушă ан вырттăрччĕ, тавралла çумкурăк саракан лаптăк пулса ан тăтăрччĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче чи çивĕч ыйту çунтармалли-сĕрмелли япаласем тупасси пулса тăрать. Çураки ирттерме пурĕ дизель топливи 1044 тонна, бензин 119, дизель çăвĕ 29 тонна кирлĕ. Паянхи куна дизель топливи пурĕ те 286 тонна, е 27 процент, чухлĕ кăна пур. Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Янгорчино» хуçалăхсенче, «Санар», «Вурнарская» агрофирмăсенче ăна малтанах туянса хунă. Çав хушăрах «Маяк», «Гвардеец», Коротков ячĕллĕ, «Янсарино» ял хуçалăх кооперативĕсенче, ял хуçалăх техникумĕнче топливо пачах та çук. Çурхи уй-хир ĕçĕсем çывхарса килнĕ май апрельте çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕ хăвăрт ÿсме пуçларĕ. Çавна май хуçалăхсен вĕсене туянма укçа нумайрах тăкаклама тивет.

Халĕ хуçалăхсенче тракторсемпе вĕсен прицепĕсен тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсен техника тĕрĕслевĕ пырать. «Санар» агрофирмăра ăна графикпа килĕшÿллĕн лайăх хатĕрленсе ирттернĕ. Çав вăхăтрах хăшпĕр хуçалăхсенче ку тĕлĕшпе нимĕн те тумаççĕ. Тракторсене кĕркунне парка кĕртсе лартнăранпа та çын алли пырса тĕкĕнмен, пылчăкран тасатман, юсаман. Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен кашни хуçалăхрах техника тĕрĕслевне лайăх хатĕрленсе ирттерме тăрăшмалла.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать, тенĕ ваттисем. Çак чăнлăха самантлăха та манас марччĕ. Ял хуçалăх культурисене вăхăтра акса-лартса хăварсан тин пысăк тухăç çинчен ĕмĕтленме пуларатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2005
00:00
Поделиться
;