Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Агрономсемпе инженерсен конференцийĕ

Эрне кун, апрелĕн 8-мĕшĕнче, “Санар” агрофирма” тулли мар яваплă обществăра агрономсемпе инженерсен конференцийĕ иртнĕ. Унта хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп агрономĕсемпе инженерĕсем, ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприятисен ертÿçисемпе специалисчĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Малтанах конференцие хутшăннисем техника тата вăрлăх упранакан складсенче пулнă, кăкарса ĕçлемелли техникăна юсаса çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленипе, хуçалăхăн пĕр харăс темиçе ĕç тума пултаракан, энергие перекетлеме май паракан машинисемпе, çураки валли тасатса кондицие çитернĕ вăрлăхпа тата ăна имçамланă чухне усă куракан ятарлă ĕç тумтирĕпе паллашнă.

Конференцин иккĕмĕш, теориллĕ пайĕнче “Санар” агрофирма ертÿçи Р.И.Петров хуçалăх çуракине ирттерме еплерех хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.В.Павлов районта кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлас тĕлĕшпе тăракан задачăсем çинчен каласа панă. Конференцире ЧР Ял хуçалăх министерствин çĕр ĕç тата ÿсентăрансем çитĕнтерессипе тимлекен управленийĕн пуçлăхĕ Г.В.Тихонов, республикăри ÿсентăрансене хÿтĕлекен станцин фитосанитари пайĕн заведующийĕ Л.В.Николаева, “Август” хупă акционер обществин ÿсентăрансене хÿтĕлекен препаратсен технологилле тĕрĕслевне ирттерессипе ĕçлекен технологĕ З.М.Колотилина, ЧР карантин службин станцийĕн пуçлăхĕ С.А.Лабинов, ЧР Ял хуçалăх министерствин выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлекен пайĕн заведующийĕ М.Ф.Фадеева, “Чувашский” агрохимцентр” патшалăх предприятийĕн тĕп специалисчĕ В.Н.Григорьев, Çĕрпелти сортсене сăнакан участок пуçлăхĕ В.Н.Егорова тухса калаçнă.

Конференцие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Г.Игнатьев ертсе пынă, сăмах каланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2005
00:00
Поделиться
;