Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăмрăк сутаççĕ, продукци кăлараççĕ

Рынок тапхăрĕн хăйĕн саккунĕсем. Халĕ патшалăх пулăшу парасса кĕтсе ларни вырăнсăр. Тупăша хăвăн ĕçлесе илмелле. Çавна май предприятисемпе организацисем продукци ассортиментне ÿстерсех пыраççĕ, сутăнакан тавар кăларма тăрăшаççĕ. Акă, районта çутçанталăк газĕпе анлăн усă курма тытăннă май котельнăйсенче тата пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтма çĕр кăмрăкĕпе вутă çунтарасси палăрмаллах чакнă. Çавна май “Чăваштоппром” патшалăх предприятийĕн Вăрнарти филиалĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Çак лару-тăруран тухас тесе кунта хуçалăхра кирлĕ пулакан япаласем - çăл кăшăлĕсем, виçĕ тата тăватă кĕтеслĕ карта юрисем туса кăларма пуçланă. Çавăн пекех филиалра хулари чаплă çуртсемпе дачăсен каминĕсенче çунтарма юман пуленкисем хатĕрлеççĕ. Малашне çул-йĕр валли бордюрсем хатĕрлеме палăртаççĕ. Вĕсем районта Республика кунне уявлама хатĕрленĕ май поселокри çулсене юсанă чухне кирлĕ пулаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2005
00:00
Поделиться
;