Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Куç умĕнчех кукамайăн кăвак куçĕсем

анăн кукамай, Анна Васильевна Михайлова, Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ĕçчен те сăпайлă хĕр пулнă вăл, ялта ăна Чипер Анюк тесе чĕннĕ. Унăн сăпайлăхне Аçăмçырми каччи Тарас та асăрханă, хăйĕн мăшăрĕ пулма суйласа илнĕ. Çемьере йыш та хушăннă. Кукамайпа Тарасăн вун виçĕ ача çуралнă, анчах вĕсенчен вун иккĕшĕ ÿссе çитĕнмесĕрех пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕнĕ. Хуйхă хыççăн хуйхă пулнă вĕсен. Ялта çур урама вут-кăвар хыпса илнĕ, çак шутра вĕсен кил-çурчĕ те çунса кĕлленнĕ. Тараспа кукамай нимсĕр-мĕнсĕр, пĕчĕк Кольăпа тăрса юлнă. Майĕпен вăй çитерсе вĕсем çĕнĕ çурт çавăраççĕ. Çĕнĕ пÿрте те хуйхă йăпшăнса кĕнĕ: Тарасăн чире пула пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Каяççĕ вара Анна Васильевнăпа вун икĕ çулхи Коля тата ял-йыш Тараса юлашки çула ăсатма. Ăна Нурăсри çăва çине вун икĕ ачипе юнашар пытараççĕ. Кунта та кукамая инкек кĕтнĕ: упăшкине пытарнă вăхăтра çăва çинче пĕртен пĕр лаши ÿксе вилнĕ. Таврăнать Анна Васильевна куççуль юхтарса пушанса юлнă кил-çуртне. Хуйхă пуснă чĕрине лăплантарма пĕртен пĕр ывăлĕ пур. Мĕн чухлĕ кĕл туман пулĕ кукамай Турăран пулăшу ыйтса. Унăн тутисем пĕр вĕçĕм: “Турăçăм! Ан туртса ил манран пĕртен пĕр тĕпренчĕке!” - тесе пăшăлтатнă. Ĕçе кÿлĕнсе хуйхине манма тăрăшнă сăпайлă хĕрарăм.

Анна Васильевнăпа юнашар çуртра Федор Михайлович Михайлов мăшăрĕпе тата икĕ ывăлĕпе пурăннă. Кĕçех Федор Михайлович та пĕччен икĕ ачипе тăрса юлать: арăмĕ çĕре кĕрет. Пурăнма тытăнаççĕ çапла виçĕ ар çын айланса. Чылай вăхăт иртнĕ хыççăн Федор Михайлович кукамая пĕрле пурăнма сĕнет. Пускилте пулнăран, ачисем туслă ÿснĕрен Анна Васильевна çĕнĕ çемье чăмăртама килĕшет. Анчах нумаях та вăхăт иртмест, пускил тимсĕрлĕхне пула кукамайăн кил-çурчĕ каллех вутра кĕлленет. Вăй пухса Федор Михайловичпа Анна Васильевна çĕнĕ çурт лартаççĕ, Федор Михайловичăн пÿртне унăн ывăлĕсене халаллаççĕ.

Çак çĕнĕ çемьере манăн анне, кукамайăн вун тăваттăмĕш ачи Авгения çуралнă. Кайăк ятне парсан ача пурăнать тенĕрен, вĕсем ăна Чĕкеç тесе чĕнме тытăнаççĕ. Кольăпа Федор Михайлович ывăлĕ Степан Нурăсри учительсем хатĕрлекен училищĕне пĕтерсе ĕçлеме тытăнаççĕ. Кольăна 1941 çулхи çу уйăхĕнче салтака ăсатнă.

Çапла пурнăç майлашăнса çитнĕ пек туйăннă. Анчах та утă уйăхĕнче ирпе ирех яла хăрушла хыпар çитнĕ: нимĕçсем вăрçă пуçланă. Часах çамрăксене йыхравлаççĕ, çав шутра Хветĕр ывăлĕсене Çтаппанпа Михаила та çара илнĕ. Анна Васильевнăпа аслă ывăлĕ, Николай, хăй чикĕре Брест крепоçĕ çывăхĕнче çĕршыва хураллани çинчен çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кĕçех кукамай хăрушла хыпар илтет: Брест крепоçне нимĕç салтакĕсем хупăрласа илнĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 20-мĕшĕчченех вĕрет тамăк хуранĕнче Брест крепоçĕ. Пĕр хыпар та пулман Кольăран вăрçăран. Кĕтнĕ çырусем вырăнне: “Сирĕн ывăлăр, Тарасов Н.Т., 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă”,- тесе çырнă хут çитнĕ. Кукамайăн хуйха пула лайăххăн типсе çитмен куçĕсем каллех куççульпе тулса ларнă. Тем чухлĕ шыраттарсан та Николай çинчен нимĕнле час-хура та пулман. Федор Михайловичăн ывăлĕ Çтаппан та çапăçу хирĕнче пуçне хурать. Ку сĕмсĕр ĕç Витебск облаçĕнче 1944 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Кукамайпа кукаçи вăрçăран Михалпа Кольăпа (ĕненмеççĕ вĕсем Николай çухални çинчен калакан хыпара) кĕтме тытăнаççĕ. Михаил, амăннăскер, яла таврăнать, сурана пула ĕмĕрлĕхех уксах юлать. Кĕçех вăл çемье çавăрать, мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç. Манăн анне те вăрçăран таврăннă Вениаминпа пĕрлешет, вĕсем пире, пиллĕк ачана, питĕ юратса ÿстерчĕç.

Пурте йĕркеллех темелле ĕнтĕ халĕ Анна Васильевна пурнăçĕнче. Йăпанмалăх ачи те, мăнукĕсем те пур. Çук, лăпланаймарĕ унăн чĕри мĕн куçне хупиччен те. Чĕлхи çинчен пĕртен-пĕр ывăлĕн, Кольăн, ячĕ кайма пĕлмерĕ. Кольăна çар органĕсем урлă татах та татах шыраттарчĕ вăл, анчах çĕннине нимĕн те пĕлеймерĕ. 60-мĕш çулсенче хаçатсем çинче сайра-хутра тыткăнра пулнă çынсем тупăнса каялла Раççее таврăнни çинчен çыркаларĕç. Кукамай вара çакăн пек хаçатсене упратчĕ, час-часах вуласа пама, аттене çак çынпа çыхăнма ыйтатчĕ. 35 çул шанăçа пĕлмерĕ кукамай, анчах Кольăна кĕтсе илеймерĕ. Çирĕп сывлăхлăччĕ манăн кукамай: хĕлле те кил картине çара уран тухса кĕретчĕ, çулла вара пушмакĕсене вуçех тăхăнмастчĕ. Анне ăна куншăн вăрçатчĕ. “Çынсенчен аван мар, пушмакĕсем çук тесе шухăшлаççĕ пуль”,- тесе калатчĕ. Пире вара кунне темиçе хутчен те унăн урисене çуса яма тиветчĕ. Эпир, паллах, кăштах кахалланнă. Кукамая пушмак тăхăнса çÿреме ÿкĕтлеттĕмĕр, хăш чух вĕсене вăйпах тăхăнтартса яраттăмăр. Кĕçех пушмаксене вăл пытарма вĕренчĕ. Ачаллăх кукамайпа çуммăн иртнĕрен (кукаçи 1963 çулта çĕре кĕчĕ) манăн ăна аса илсен ăшă туйăмсем кăна çуралаççĕ. Эпĕ унăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнетĕп, ăна питĕ шеллетĕп.

Вăрă-хурахран та аякка тăрса юлман кукамай: шуратма сарнă пирсене “уралантарнă” эсрелсем. Юлашки кунĕсенче Анна Васильевна ирхине час-часах хумханса ÿкетчĕ: “Пирсем те çук, вилсен тăхăнса кайма çи-пуç та юлман, веçех вăрăсем илсе кайнă”,- тетчĕ. Атте ăна сăмахпа ăнлантарма тăрăшни кăлăхахчĕ. Эпĕ вара ÿркенместĕмччĕ, пĕр чĕрке пирпе çи-пуçне кĕртсе кăтартаттăмччĕ. Лăпланса пурăнатчĕ вара тепĕр хушă.

Ырăпа кăна аса илме пултаратăп эпĕ хама çак çывăх çынна: вăл пире, хĕрĕн ачисене, пурне те шкула кайиччен 100 таран шутлама, вырăсла сăмахсемпе перкелешме, сас паллисене вĕрентнĕ. Эпĕ вăл пулăшнипех шкула кайичченех хам тĕллĕн вулама вĕрентĕм, ку вара пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ. Пĕрремĕш класа çÿме пуçласанах эпĕ виçĕ уйăх чирлесе выртрăм, çапах та ачасенчен вĕренÿре юлмарăм (учитель мана лайăх сывалмасăр шкула ан та пытăр тенĕ пулин те эпĕ йĕре-йĕрех шкула çÿремешкĕн ирĕк пама ыйтрăм).

Куç умĕнчех кукамайăн шывланнă янкăр кăвак куçĕсем, хăлхарах унăн ачисене чĕнсе каланă сăмахĕсем: “Зина, Варвари, Çинахви, Кулькă, ăçта эсир, айăпсăр чунсем;” Кукамай час-часах Нурăс çăви çине çÿретчĕ, килтен кĕçнерни кун пасара каятăп-ха тесе тухатчĕ те каçченех таврăнмастчĕ. Çакăншăн ăна килтисем вăрçма та пăхатчĕç, уншăн хумханни çинчен пĕлтеретчĕç, анчах кукамай вăй пур чух çăва çине çÿреме пăрахмарĕ. Эпĕ ăна хушăран пĕрле илме йăлăнаттăм. Вăл мана:

- Эсĕ пĕчĕк-ха, ывăнатăн тата мана ачамсемпе калаçма та чăрмантаратăн,- тетчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 апреля 2005
00:00
Поделиться
;