Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрсех уява хатĕрленеççĕ

2005 çулта Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене ирттерме Вăрнар районĕ те ирĕк çĕнсе илни - чыс кăна мар, пысăк яваплăх та. Вăрнар çĕрĕ кăçал ют çĕршывсенчи сумлă хăнасене йышăнать, çавăнпа та вĕсене илемлĕ, таса “тумпа” кĕтсе илесси – пирĕн тĕп тивĕç.

Иртнĕ шăмат кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Гапликов Вăрнар тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă, вăрнарсем уява епле хатĕрленнипе интересленнĕ, Республика кунне  ирттермелли уявсен вырăнне çитсе курса пурнăçламалли ĕçсен калăпăшне палăртнă. Республика представителĕ малтанах район администрацийĕн ĕçлекенсем пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа пĕрле Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, “Химик” стадион çумĕнче çĕкленекен спорткомплексра, районти культура çуртĕнче пулнă, малашне тумалли ĕçсене палăртнă. С.Гапликов вăрнарсене хăй енчен сĕнÿ-канашсем панă.

Калас пулать, районта республика уявне ирттерме иртнĕ кĕркуннех хатĕрленме тытăннă. Район администрацийĕнче, предприяти-организацисенче, ял администрацийĕсенче çулсем хĕррипе йывăç-тĕмсем чылай лартса хăварчĕç, аллейăсем йĕркелерĕç. Халĕ, юр ирĕлсе пĕтнĕ хыççăн, ĕçсем пушшех те нумайланчĕç. Паянхи кун тавралăха тирпей-илем кÿресси тĕп вырăнта тăрать. Мĕншĕн тесен çуркунне юр айĕнчи мĕнпур çÿп-çап куç умне тухса выртрĕ.

Иртнĕ шăмат кун районта массăллă субботниксем иртрĕç. Поселокра та, акă, район администраци ĕçченĕсем, предприятисенче вăй хуракансем хăйсем çывăхĕнчи территорие çÿп-çапран тасатрĕç. Ял çыннисем те тавралăха илемлетессипе чылай ĕç пурнăçларĕç.

Çуркунне çитнĕ май, юсав ĕçĕсен калăпăшĕ те пысăкланчĕ. Вăрнарти тĕп урамсенчи çуртсен сăн-пичĕ илемленнине, çурт тăррисем çĕнелнине, вĕсен умĕнчи картасене симĕс тĕспе сăрланине иртен-çÿрен асăрхарех ĕнтĕ.

Республика уявĕ тĕлне поселокра ача-пăча площадкине йĕркелесси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче ăна валли оборудованисем кÿрсе килнĕ, кĕçех вĕсене палăртнă вырăна вырнаçтарĕç.

Республика кунне районсенче ирттерме шутлани чи малтанах вĕсен инфраструктурине, социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе çыхăннă. Уявра пирĕн района ют çĕршывсенчи бизнес-делегатсем те килсе çитмелле, ку вара инвесторсене явăçтармалли чи лайăх мел пулса тăрĕ.

Анчах та тирпей-илем кĕртессипе, çурт-йĕрпе ытти объектсене, çулсене юсаса çĕнетессине хăнасене килĕшес тесе кăна мар, пĕтĕм чунтан пурнăçламаллине манмалла мар. Çак илем çулсем иртсен те сыхланса юлтăр. Ку вăл - район пуласлăхĕ, унăн аталанăвĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться
;