Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паянхи тĕп экзамен

Çурхи вăхăт уйрăмах хăвăрт иртет. Хĕл каçиччен ытти çулхисенчен чылай ытларах пухăннă юр та сисĕнмесĕрех ирĕлсе пĕтрĕ. Тăпра кушăхсах пырать. Çывăх вăхăтрах тĕштырăсемпе ытти ял хуçалăх культурисене акса лартма вăхăт çитет. Пысăкрах тухăç илессишĕн тăрăшса хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттерме хатĕрленеççĕ. “Санар” агрофирмăра агрономсемпе инженерсен районти конференцине ирттернĕ хыççăн “Родина” ял хуçалăх производство кооперативĕ çуракине хатĕрленессине лайăхлатнă. Шĕнер-ишексем пĕлтĕр кĕр тыррисене 30 гектар акса хăварнă. Çуртрисене 330 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Çĕрулми 15 гектар çинче туса илеççĕ. Тухăçа ÿстерес тĕллевпе кăçал хуçалăх пысăк пахалăхлă тулă вăрлăхĕ 15 тонна туяннă. Çавăн пекех ял хуçалăх культурисене апатлантарма 20 тонна кăткăс удобрени - нитроаммофоска илнĕ. Гусеницăллă тракторсене çурхи уй-хир ĕçĕсене юсаса çитернĕпе пĕрех. Çывăх вăхăтрах юсав ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн Шăхасанти “Сельхозтехникăран” Т-150 трактор килсе çитмелле. Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленме хуçалăха район бюджетĕнчен 50 пин тенкĕ парса пулăшнă. Шĕнер-ишексем çуракине хутшăнакансене кăçал ытти çулхинчен ÿстерсе тÿлеме палăртаççĕ. Çавна май çынсен ĕçлес кăмăл пысăк. Анчах та хуçалăхра урапаллă МТЗ тракторсемпе акана тухма 4 механизатор çитмест.

“Гвардеец” ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал 650 гектар тĕштырăсем тата 80 гектар çĕрулми çитĕнтерме палăртать. Кĕр тыррисене 50 гектар акса хăварнă. Кăçал акма ярмушкасем 1881 центнер вырăнне 1960 центнер вăрлăх хатĕрленĕ. Вăл йăлтах кондицие тивĕçтерет. Çав шутра пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли 54 процентпа танлашать. Çурхи уй-хир ĕçĕсем ирттерме хуçалăха район бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ уйăрса панă. Анчах та çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн техникăна асăрхакан инспекци тракторсемпе вĕсен прицепĕсен юсавлăхне тĕрĕсленĕ чухне “хурçă утсем” ĕçе тытăнма йăлтах хатĕр марри курăннă.

“Правда” кооператив та çуракине йăлтах хатĕрленсе çитнĕ теме çук. Нурăссен кăçал 380 гектар акмалла. Çураки валли 8 тонна сĕлĕ вăрлăхĕ туяннă. Аммиак селитри тата кăткăс удобренисем малтан хатĕрлесе хуниех 13 тонна пур. Ĕçукçине хуçалăхра март уйăхĕшĕн те парса татнă. Анчах гусеницăллă тракторсемпе ĕçлеме механизаторсем çитмеççĕ. Çавăнпа вĕсене юсама та тытăнман. Урапаллисем те ĕçе тытăнма йăлтах хатĕр мар. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама запас  пайсене те кÿрсе килмен.

Çураки умĕнхи техника тĕрĕслевĕ “Искра”, “Гвардеец”, “Юнтапа”, “Янгорчино”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Знамя” ял хуçалăх кооперативĕсенче, “Санар” фагрофирмăра, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче иртнĕ. “Янгорчино”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Санар” хуçалăхсенче тĕрĕслев уйрăмах лайăх иртнĕ. Вĕсенче тракторсемпе прицепсене йăлтах юсаса йĕркене кĕртнĕ, тасатса сăрланă. Çĕрпелсен прицепсен тормозсем те пур. Анчах “Искра” тата “Гвардеец” хуçалăхсенче тĕрĕслев вăхăтĕнче хăшпĕр çитменлĕхсем палăрнă. Çав хушăрах “Знамя труда”, “Самолет”, “Абызово”, “Янсарино” тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче тĕрĕслеве халĕ те хатĕр мар. “Маяк” ял хуçалăх производство кооперативĕнче вара тракторсемпе ытти ял хуçалăх машинисене çын алли пырса та перĕнмен.

Çунтармалли-сĕрмелли япаласем çитменни те çуракинче пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать. “Победа”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Санар”, “Мураты” ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсем кирлĕ чухлех пур. “Новый путь”, “Родник”, “Гвардеец”, “Юнтапа”, “Правда” хуçалăхсенче те çуракинче топливо ыйтăвĕ çивĕч ыйту пулса тăма кирлĕ мар. Çав хушăрах ял хуçалăх техникумĕнче, “Мир”, “Янишево”, “Янсарино”, “Маяк”, Коротков ячĕллĕ хуçалăхсенче çунтармалли-сĕрмелли япаласем пачах çук. Çавна май вĕсенче çуракине вăхăтра та пахалăхлă ирттерес тĕлĕшпе пысăк йывăрлăхсем тухса тăма пултараççĕ.

Çурхи экзамена еплерех тытнинчен ял хуçалăх культурисен тухăçĕ мĕнлерех пуласси, çавна май хуçалăх аталанасси килет. Çавăнпа çуракине кирлĕ пек ирттересси паян пуриншĕн те тĕп тĕллев пулса тăрать.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться
;