Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республика конкурсĕнче – пĕрремĕш

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче культурăпа массăллă мероприятисем час-часах иртеççĕ. Нумаях пулмасть кунта поварсем тупăшрĕç. Интернат столовăйĕнче ĕçлекен пилĕк повартан пĕрремĕш вырăна Валентина Тарасова çĕнсе илчĕ. Конкурс çĕнтерÿçи, 4-мĕш разрядлă повар 20 çул ытла тутлă апат-çимĕç пĕçерессипе тимлет.

Çак кунсенче вара В.Тарасова ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерстви ирттернĕ “Поварсем хушшинче професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи” республика конкурсне хутшăнчĕ. Ун тĕлне вăл питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ. Конкурс Муркаш районĕнчи Шомикри психо-неврологи интернатĕнче иртрĕ. Пирĕн конкурсантка кунта та ăнăçлă ăмăртрĕ – пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. I степеньлĕ Диплома, хаклă парнене тивĕçрĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться
;