Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăвăртлăх çитмест

Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çакна тĕпе хурса малта пыракан хуçалăхсенче çуртрисене акса пĕтерчĕç, хĕрсех çĕрулми лартаççĕ. Çав хушăрах «Родник», «Знамя труда», МТС «Яуши», Коротков ячĕллĕ, «Правда», «Новый путь», «Маяк», «Янсарино», «Агро-инвест», «Вурнарская» хуçалăхсенче тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене çурри те акман. Акă, «Родник» агрофирмăра май уйăхĕн 16-мĕшне планпа пăхнă 420 гектартан 195-шне кăна акнă. Ял хуçалăх управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кунта техникăпа туллин усă курмаççĕ, яра кун ĕçлемеççĕ. «Знамя труда» хуçалăхра механизаторсем çитменни чăрмав кÿрет. Çак сăлтава пула çăлкас-кăкшăмсем 379 гектартан 86-шне кăна акнă. «Правда» ял хуçалăх предприятийĕнче те çураки çак сăлтава пула юлса пырать. МТС «Яуши» хуçалăх çунтармалли-сĕрмелли япаласем тивĕçменнипе кал-кал ĕçлеймест. Мăн-явăшсем 500 гектартан 120-шне кăна акнă. Май уйăхĕн 16-мĕшне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене районĕпе 7608 гектар акнă. Ку планпа пăхнă лаптăкăн 66,9 проценчĕпе танлашать. Акмалли 3755 гектар юлнă. Анчах та кунта çакна каласа хăвармалла. Вăйлă хуçалăхсем тĕштырăсене акса пĕтернĕ хыççăн çураки хăвăртлăхĕ чакни палăрать. Çавна май ака вăраха каяс хăрушлăх ÿсет. Çакă, паллах, тухăçа чакарать.

Çĕрулми лартма вунпĕр хуçалăхра тухнă. Кăçал ку тĕлĕшпе «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Хирпуçсем районта пуринчен малтан çĕрулми лартса пĕтерчĕç. Карл Маркс ячĕллĕ, «Броневик», «Хорнзор», «Санар», «Мураты» хуçалăхсенче те çак ĕç кал-кал пырать. Районĕпе 145 гектар лартнă. Анчах та ку планпа пăхнă лаптăкăн 9,3 проценчĕ кăна-ха. Тата 1119 гектар лартмалла. Йывăр килет пулин те тĕштырăсене акассине вĕçлессишĕн тăрăшнипе пĕрлех «иккĕмĕш çăкăра» лартассине хăвăртлатассишĕн те хыпăнмалла. Çĕрулми тупăшлă культура. «Янгорчино» ял хуçалăх предприятийĕ кашни çулах «иккĕмĕш çăкăра» сутса темиçе миллион тенкĕ тупăш илет. Ытти хуçалăхсем те çак культура çине тивĕçлипе тимлĕх уйăрма пуçласан хăйсен экономикăлла лару-тăрăвне лайăхлатма пултараççĕ.

«Родник», «Знамя труда», МТС «Яуши», «Юнтапа», «Правда», «Гвардеец», «Победа», «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Мураты» хуçалăхсем выльăх кăшманĕ акма пуçланă. Услапасем 28 гектар, ярмушкасемпе çĕрпелсем 20-шер, юнтапасем 15 гектар акнă. Кăшман мăйракаллă шултра выльăхшăн питех те паха сĕтеклĕ апат пулса тăрать, сĕт нумай илме пулăшать.

Хурăнсур-çармăссем 10 гектар, малти-ишексемпе ярмушкасем 3-шер гектар хĕрлĕ кăшман, çĕрпелсем 2,6, хурăнсур-çармăссем 2,5 гектар кишĕр акнă, çĕрпелсем 2 гектар купăста лартнă. Нумай çул ÿсекен курăксене хирпуçсем 60 гектар, аçăмçырмисем 43, çавалкассем 30, пĕр çул ÿсекен курăксене çĕрпелсем 130, хурăнсур-çармăссем 110, хирпуçсем 100 гектар акнă


"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2005
00:00
Поделиться
;