Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Сăран мечĕк» парнисемшĕн

Иртнĕ эрнере Çĕрпелти тата Хурăнсур Çармăсри стадионсенче республикăри «Сăран мечĕк» парнисемшĕн пыракан ăмăртусен зонăри футбол вăййисем иртнĕ. Унта пĕтĕмпе тăватă команда хутшăннă - Вăрнар, Канаш, Йĕпреç тата Вăрмар районĕсен командисем.

1990-1991 çулсенче çуралнă çамрăксен ушкăнĕнче малти вырăна вăрнарсем тухнă, иккĕмĕш виççĕмĕш вырăнсенче - канашсемпе йĕпреçсем.

1992-1993 çулсенче çуралнисенчен йĕпреçсем пуринчен сатуртарах пулнă. Вăрнарсем иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче - вăрмарсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2005
00:00
Поделиться
;