Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкула Ĕç Геройĕ ятне панă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăр çапăçнă Иван Никифорович Никифоров хĕрĕх çул ытла Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта математикăна вĕрентнĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ пулса тăнă тивĕçнĕ. Вăл çак пысăк хисепе тивĕçнĕ республикăри пĕртен-пĕр учитель. Тăхăр вуннăран иртнĕ ветеран темиçе çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайнă. И.Никифоров вĕренекесем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ.

Район Пухăвĕн депутачĕсем Ĕç Геройĕ тимленĕ шкула унăн ятне пама йышăннă. Çавна май шкулта Иван Никифоровичăн вĕренекенĕсем йышлăн пухăннă. Герой хĕрĕсем те - Шупашкарти шкулсенче математикăна вĕрентекен Раиса Ивановнăпа Алевтина Ивановна - килнĕ, ашшĕне манманшăн, сума-сунăшăн чĕререн тав тунă. Хăнасемпе вĕренекенсем вăрçăра пуç хунисене тата И.Никифорова асăнса Паттăрсен аллейине йывăçсем лартса хăварнă. Шкулта истори музейĕ уçнă. Кунта та мухтавлă педагога халалласа стенд йĕркеленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2005
00:00
Поделиться
;